Çемье çуккисен кану кунӗсене юлташсен хушшинче ирттерме тăрăшмалла
Эрнелӗх гороскоп 03.01 –10.01
ТАКА 21.III – 20.IV
Вӗренӳпе çулçӳревсемшӗн çав тери аван вăхăт. Çӗнӗ юлташ тупас шанăç та пысăк. Хăш-пӗри ăс-тăн наставникӗ пулса тăма та пултарать. Хăвăршăн çӗнӗ пӗлӳпе интересленме пултаратăр, сăмахран, философипе е тӗн вӗрентӗвӗпе. Арлă-арăмлисем хăйсен хушшинчи пур ыйтăва та лăпкăн татса парӗç, хутшăнусем аванланӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере сывлăхпа гигиена тӗп вырăнта пулмалла. Енчен те шала кайнă чир пур-тăк, сиплев иртни симптомсене чакарӗ. Кивӗ япаласене пӗр шелсӗр кăларса ывăтăр, ку биоэнергие тасатма пулăшать. Канмаллисенче мунчана е саунăна кайăр. Пӗчченнисен савни тупас шанăç ӳсет.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çак тапхăрта арлă-арăмлă хутшăнусенчи пуçарăва мăшăрăра парăр. Ку хăвăра та кăмăла кайӗ, сиртен пурпӗр нимӗн те килмест. Çивӗч ыйтусемпе калаçу ан хускатăр, йăлт лăпкăн татса пама тăрăшăр. Инçетри тăван килсе кӗме пултарать. Юратура ясар пулатăр. Пӗчченнисем интереслӗ çынпа тӗл пулӗç.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере килте ӗç мăй таран пулӗ. Анчах ку сире пӗрре те тарăхтармӗ. Кил-çурта тирпей-илем кӳни психика лару-тăрăвне лăплантарӗ. Чир пуррипе çуккине тӗрӗслеме аван вăхăт, диагностика тăвăр. Чи лайăх кунсем эрнекунран пуçласа вырсарникунччен. Çемьепе хăнана кайма пултаратăр. Пӗчченнисен пулас мăшăрпа паллашма шанăç пур.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çак эрнере хăвăра творчествăра шыраса тупма пултаратăр. Юратнă ӗçпе ӗçлеме вăхăт пулӗ. Романтикăлла тӗлпулусемшӗн, тӗрлӗ приключенисемшӗн ăнăçлă кунсем. Юратнă çынна парнепе савăнтарма тăрăшăр. Çемьеллисем савăнсах ачисемпе вăхăт ирттерӗç. Пӗрле ёлкăна, театра кайса килӗр.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерӗр, пӗрле ларса калаçни усăллă пулӗ. Аслаçăр-асаннӗрсенчен йăх пирки ыйтса пӗлӗр. Кил-çурта тирпейлесе хăтлăх кӗртме те аван эрне. Кил техникине туянни ăнать. Канмаллисенче ачасен воспитанине тимлӗх уйăрăр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрне канса савăнмалли тапхăр пулӗ. Хăвăршăн интереслӗ çынсемпе кăна хутшăнма тăрăшăр. Таврара пулса иртекен пӗр мероприятирен те юлас килмӗ. Тӗлпулусем нумай пулӗç. Хăш-пӗрне çулçӳреве пӗрле кайма чӗнӗç. Юратнă çыннăра парне тума ан манăр. Канмаллисене çемьепе ирттерӗр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Кану кунӗсем пулин те ӗçшӗн ăна усăллă ирттерме тăрăшатăр. Хушма укçа ӗçлесе илме май тупăнӗ. Бизнеспа ӗçлекенсен ăнса пырӗ. Кил валли япала туянни те ăнать. Сире хăнана, туя е юбилее чӗнме пултараççӗ. Пӗрле канни мăшăрлă хутшăнусене йӗркелеме пулăшӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку кунсемпе харпăр аталанупа ӳсӗмшӗн усă курмалла. Пурнăçра çитӗнӳ тума мӗн кирли çинчен шутлăр. Халӗ хăвăра мӗн кирлине, тӗллеве пурнăçлама мӗн тумаллине пит лайăх ăнланатăр. Тӗп задача – харпăр ирӗклӗхшӗн тăрăшасси. Ӗлӗкхи туспа тӗл пулса тахçанхи проблемăна сӳтсе явăр. Хăвăршăн хаклă информацие пӗлме пулӗ. Финанс лару-тăрăвӗ те лайăхланӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Аван эрне. Халиччен вăрттăнлăх пулни сирӗншӗн уçăлать. Тӗн практикипе аппаланни харпăр психикăна тарăннăн ăнланса илме пулăшӗ. Психологилле литературăпа интересленме пуçлатăр е йогăпа. Ыр ӗçсем тума тăрăшăр. Ку та харпăр аталанăва хывнă тӳпе пулӗ. Канмаллисене çемьепе, ачасемпе ирттерӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере нумай ӗçе юлташсем пулăшнипе пурнăçлама пулӗ. Çемье çуккисен кану кунӗсене юлташсен хушшинче ирттерме тăрăшмалла. Ташă каçӗнче е ресторанпа кафере савни тупас шанăç та пур. Туслăх çирӗп юратăва куçма пултарать. Хăш-пӗрин патне ӗлӗкхи савнă тусӗ таврăнӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Халиччен ăнтăлса пурăнни тинех пурнăçланма пултарать. Витӗмлӗ те авторитетлă çын тӗревне туйса илетӗр. Тӗллевлӗх ӳсет. Пур енӗпе те ăнса пырӗ. Пысăк вăй хумасăрах тахçанхи ӗмӗт пурнăçланӗ. Халиччен паллашма ӗмӗтленнӗ çынпа ăнсăртран урамрах тӗл пулатăр. Лотерея билечӗ туянса пăхăр, выляса илес шанăç пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев