Республикăн тӗп хулинче кăна пурӗ 383 авари пулнă, вӗсенчен 4-шӗнче çынсем аманнă.
Уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче пурӗ 383 авари пулнă
Канмалли тата уяв кунӗсенче Хусанта çăмăл машинăсен шучӗ самай чакрӗ (ял-хуласене кайнипе) пулсан та, аварисем сахалланни сисӗнмерӗ. ПАИ сводкисенчен курăннă тăрăх, канмалли, уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче кăна пурӗ 383 авари пулнă, вӗсенчен 4-шӗнче çынсем аманнă.
Март уйăхӗн 8-мӗшӗнче кăнтăрла Московская урамӗнче авари Kia Rio машинăн 24-ри водителӗ айăпӗпе пулнă. Вăл хирӗç килекен çул çине тухнă та малтан Chevrolet машинăпа, унтан Hyundai Solaris машинăпа çапăннă. Машинăсенчен пӗринче малта ларса паракан 5-ри ача тӗрлӗ çӗртен аманнă.