Эсир мӗнле калаҫатӑр?
"Сувар" Тиктокне тата ыти социаллӑ сетьсене тӗрлӗ регионсенче тата районсенче чӑвашсем мӗнле калаҫнине танлаштаракан видеосем ӳкерсе кӑларнӑччӗ эпир. Ҫак видеосем питӗ нумай комментарисем пухрӗҫ, унта чӑвашсем хӑйсем мӗнле калаҫни пирки ҫырчӗҫ. Ҫавна пула эпӗ нумай диалектизм пухрӑм. Сире те ҫав сӑмахсемпе паллаштарас.