Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» çырăнар-и?

«Сувара» 2022 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăнма вăхăт çитрӗ. Хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнса илме май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.

Хаклă вулаканăмăрсем! Сиртен нумайăшӗ «Сувар» хаçата вăл тухса тăма пуçланăранпах çырăнать. Ăна эпир лайăх пӗлетпӗр. Çавăнпа çитес çур çулра та хаçата çырăнса пирӗнпе пуласса шанатпăр. Хăвăр та çырăнăр, тус-тăванăрсене те çырăнма чӗнӗр. Эпир хамăр енчен сире чăвашсен пурнăçӗпе, вӗсем ăçта пурăнсан та, паллаштарса тăма, республика, Раççей хыпарӗсене пӗлтерсе тăма шантаратпăр.

Хаçат-журнал çырăнас тӗп кампани малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр сире. «Сувар» хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнса илме май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. 

«Сувар» хаçат индексӗ  Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

Кашни чăваш килӗнче «Сувар» пултӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев