ĂШĂ ТУМЛАНМАЛЛА, ХАВАСЛĂ ПУЛМАЛЛА
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă цифрăсем кăшт улшăннине куратпăр çакăнтан: Тутарстанран 700 пин çын хутшăннă. 353 çынна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панă (унччен 351 çынччӗ), вӗсенчен 185-шӗ Тутарстанра çуралса ӳснӗ, ыттисем çак вăхăтра пурăннă-и, вӗреннӗ-и пирӗн республикăра – вăрçа пирӗн республикăн çар комиссариатӗнчен кайнă. Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсем республикипе илсен 51 çын, вӗсенчен 48-шӗ Тутарстанра çуралса ӳснӗ, ыттисем республикăра вӗреннӗ е ӗçленӗ. Кунти çар комиссариатӗнчен вăрçа кайнă. 24 çынна вăрçă вăхăтӗнче паттăрла ӗçленӗшӗн «Социализмла Ӗç Геройӗ» ята панă.