Чăваш наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурсăн çӗнтерӳçисене чысланă
Апрель вӗçӗнче Чăваш наци библиотекинче «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурсăн çӗнтерӳçисене чысларӗç. Конкурсра 2020 – 2021 çулсенче вырăсла тата чăвашла тухнă кӗнекесем хутшăннă. Чăваш наци библиотекин директорӗн тӗп ӗçӗпе тăрăшакан çумӗ Т.М.Баймушкина уява уçнă май çак конкурс урлă библиотека вăтăр çул хушши чи лайăх вуланакан кӗнекесене суйласа илнине палăртрӗ. «Конкурса тӗрлӗ майпа ирттеретпӗр, чи пахи – вулакансем чи вуланакан кăларăмсене суйласа илни. Юлашки çулсенче библиотека фончӗсем пуянланса, çӗнелсе пыраççӗ, Чăваш Республикин Правительствин пулăшăвӗ пысăк», – терӗ вăл.