Çӗпрел чăвашӗсен «Хӗлхем» тата «Родничок» ансамблӗсем республика сцени çинче палăрнă
Апрелӗн 22-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче «Созвездие-Йолдызлык» фестивалӗн пӗтӗмлетӳ концерчӗ пулчӗ. Республикăри чи паллă пултарулăх ăмăртăвӗ теме пулать ăна сăнарлăн. 2001 çултанпа миçе çамрăк хутшăнса хăйӗн шăпине ӗмӗрлӗхех искусствăпа çыхăнтарнă-ши? Пурнăçра урăх çул суйласа илнисем те çак фестивале хутшăннă, хумханса сцена çине тухма хатӗрленнӗ самантсене яланах савăнса аса илеççӗ.
Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи «Родничок» (ертӳçи Л.П.Сердцева) пултарулăх ушкăнӗ те хутшăнчӗ XXII фестивале. Зонăсенче иртекен турта «Киремет çăлкуçӗ» юрăпа çӗнтерсе тата тепӗр тура куçрӗç. Çӗнтерме хавхаланнă ушкăн Хусанти УНИКС культурăпа спорт комплексӗнче икӗ çурма финалтан иртме пултарнă. Жюри пайташӗсем уписен пултарулăхне ырласа йышăннă. Çакăн пек жанрпа сцена çине тухакан ытти конкурсантсенчен иртсе «Родничок» III вырăн йышăннă, «Пирамидăра» гала-концерта хутшăннă. Ку çав тери пысăк çитӗнӳ коллектившăн. Паллах, çакăнта чи малтанах унăн ертӳçин Людмила Петровнăн тӳпине палăртмалла. Вокал техникине лайăх пӗлнисӗр пуçне ачасемпе килӗштерсе ӗçлени, репертуара пӗлсе суйласа илни – çаксем йăлт Л.П.Сердцева питӗ талантлă, пысăк опытлă ертӳçӗ пулнине çирӗплетеççӗ.
* * *
Апрельте тата та пулчӗç çӗпрелсем Хусан сценисем çинче. Апрелӗн 29-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче VII «Балкыш» («Шевле») республика фестивалӗн пӗрремӗш гала-концерчӗ иртнӗ. Ăна Тутарстан Республикин Ветерансен (пенсионерсен) регионти обществăлла организацийӗ 35 çул тултарнине халалланă. Çакна ветерансене, пенси çулӗнчи çынсене фестивале хутшăнма чӗнсе каланă пек ăнланмалла. Паллах, çамрăккисен те хутшăнма ирӗк пур.
Ватăсем халӗ те хастар хутшăнаççӗ «Балкыша», тăватă тапхăртан тăракан фестивале зонăсенче иртнӗ пултарулăх суйлавӗсене 3300 юрăç-ташăç, сăвă калакан хутшăннă. Пӗтӗмлетӳ турне иртнӗ чух жюри 530 çынна хакланă. ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» чăваш фольклор ушкăнӗ «Балкыш» фестивале хутшăнса «Фольклор» номинацире лауреат дипломне илчӗ.
«Родничок», «Хӗлхем» ушкăнсене тата вӗсен ертӳçине Людмила Петровна Сердцевăна çӗнтерӳпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Малашне те сцена çинче çитӗнӳсем тума хавхалану, интереслӗ репертуар, çӗнӗрен те çӗнӗ костюмсем пулччăр сирӗн.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Л.Сердцева сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев