Шупашкар пӗр кунлăха Раççей халăхӗсен тӗп центрне çаврăнчӗ
Июнӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Республикин тӗп хули Шупашкар уяв картине çаврăнчӗ тесен те юрать. Республика кунне халалланă мероприятисем тӗрлӗ çӗртре иртрӗç. Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗ вара ку хутӗнче те Амазония паркра тӗпленчӗ. Парка кӗнӗ çӗрте тăршшӗпе ал ӗç ăстисен суту-илӳпе куравӗн сӗтелӗсем. Мӗн кăна тумаççӗ çынсем: çӗлеççӗ, çыхаççӗ, тăмран тӗрлӗ япала ăсталаççӗ, тӗрлеççӗ, картинсем ӳкереççӗ, шăрçа-таврашӗнчен сумка çыхасси таранах. Куç-пуç алчăраса каймалла. Эпир Акатуй лапамне çитнӗ чух ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев шăпах сăмах калатчӗ.