«АСЛĂ ÇӖНТЕРӖВЕ 77 ÇУЛ» КОНКУРС: ПӖТӖМЛЕТӲ
Аслă Çӗнтерӗве халалласа хаçатра икӗ çул ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттертӗмӗр. Ачасем пӗлтӗр те, кăçал та питӗ хастар хутшăннине палăртмалла. Кăçал, тӗслӗхрен, 4 – 16 çулсенчи 50 ача хутшăнчӗ конкурса. Вӗсен ӳкерчӗкӗсене хаçатра апрель – июнь уйăхӗсенче пичетлерӗмӗр. Ку эрнере ятарлă комисси конкурса ярса панă ӳкерчӗксене хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.