Чи пысӑк ӑшаланӑ ҫӑмарта хатӗрлесе тутарстансем гастрономи рекорчӗ лартасшӑн
Çӗнӗ хыпарсем

Чи пысӑк ӑшаланӑ ҫӑмарта хатӗрлесе тутарстансем гастрономи рекорчӗ лартасшӑн

Июлӗн 16-мӗшӗнче Пестрецынче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри "Скорлупино" фестивальте ҫӗнӗ гастрономи рекордне хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ

Поварсем пӗр харӑс 8000 ҫӑмарта ӑшалӗҫ, паллах ятарлӑ вӑрттӑн ингредиент хушса. 

Ҫӑмартасене вырӑнти кайӑк-кӗшӗк фабрики уйӑрса парать. Шарккӑва кирек кам та тутанса пӑхма пултарать.

Рекорда Хусанти ресторансен шеф-поварӗсемпе, Тутарстан Республикин рестораторӗсемпе отельерӗсен ассоциацийӗпе пӗрле ҫирӗплетӗҫ.


Нет комментариев