Уяв 2022: хăватлă, чаплă, вăйлă тесе калаçаççӗ çынсем. Е мӗнпе тӗлӗнтерчӗç элкелсем Раççей чăвашӗсене.
Уяв 2022. Хăватлă, вăйлă, ӗмӗр асра юлмалли, тӗлӗнмелле, чаплă – çакăн пек эпитетсепме хаклаççӗ Уявра пулса курнисем чăваш праçникне. Вăл чăннипех чăваш халăх культурин историйӗнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗ – ӗмӗрлӗхе. Хăйӗн шайӗпе, анлăшӗпе, инфраструктура пуянлăхӗпе, хăвачӗпе Уяв тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Чăвашсене кăна мар, ытти наци представителӗсене те. «Грандиозлă», «Космос шайӗнче», «Чăваш культурин чапӗ» – çак сăмахсемпе пуçланă нумай хыпар-хатӗрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче иртнӗ Уяв пирки.
Уяв лапамӗ юмахри пек, анлă та сарлака вăл. Президент кӗперӗ мӗне тăрать. Праçник кун вăл чăн-чăн фотозонăна çаврăнчӗ.