Уяв 2022: хăватлă, чаплă, вăйлă тесе калаçаççӗ çынсем. Е мӗнпе тӗлӗнтерчӗç элкелсем Раççей чăвашӗсене.
Уяв 2022. Хăватлă, вăйлă, ӗмӗр асра юлмалли, тӗлӗнмелле, чаплă – çакăн пек эпитетсепме хаклаççӗ Уявра пулса курнисем чăваш праçникне. Вăл чăннипех чăваш халăх культурин историйӗнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗ – ӗмӗрлӗхе. Хăйӗн шайӗпе, анлăшӗпе, инфраструктура пуянлăхӗпе, хăвачӗпе Уяв тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Чăвашсене кăна мар, ытти наци представителӗсене те. «Грандиозлă», «Космос шайӗнче», «Чăваш культурин чапӗ» – çак сăмахсемпе пуçланă нумай хыпар-хатӗрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче иртнӗ Уяв пирки. Уяв лапамӗ юмахри пек, анлă та сарлака вăл. Президент кӗперӗ мӗне тăрать. Праçник кун вăл чăн-чăн фотозонăна çаврăнчӗ.
Уяв 2022. Вăл чăннипех чăваш халăх культурин историйӗнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗ – ӗмӗрлӗхе. Хăйӗн шайӗпе, анлăшӗпе, инфраструктура пуянлăхӗпе, хăвачӗпе Уяв тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Чăвашсене кăна мар, ытти наци представителӗсене те. «Грандиозлă», «Космос шайӗнче», «Чăваш культурин чапӗ» – çак сăмахсемпе пуçланă нумай хыпар-хатӗрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче иртнӗ Уяв пирки.
Тутарстан Республикинче наци праçникӗсем йышлă, кашни шăматкун-вырсарникун мӗнле те пулин районта пӗр-пӗр халăхăн йăла мероприятийӗ иртет. Тивӗçлӗ те çӳллӗ шайра иртеççӗ вӗсем. Анчах Уяв, пӗр ӳстермесӗр каласан – пуринчен те ирттерчӗ. Çакна юри иртсе каяс, ыттисене сăмса шăлас тесе туман. Тăрăшнине, чунтан парăнса ӗçленине кура урăхла пулма та пултараймарӗ. Ман шутпа, кунта Иван Казанковăн анлă кăмăлӗ, хăватлă характерӗ палăрчӗ. Ячӗшӗн ӗçлеме хăнăхман Иван Иванович. Каланă – тунă. Чи çӳллӗ шайра. Шутлă уйăх хушшинче хăна çурчӗпе ресторан комплексне, теçеткене яхăн çурт, крепость стенисене, арман-таврашне туса ларт-ха, асфальтлă çул сар тата. Миллиард тенкӗ ытла тăкакланă пуш çӗрте Уяв площадкине янтăлама. Çакна Иван Казанков мухтанас тесе те туман. Чăваш халăхӗн ят-сумне çӗклес, йăла-йӗркесене малалла та аталантарас тӗллевпе тунă. Иван Ивановича çывăх пӗлекенсем çакна пит аван чухлаççӗ.
Сумлă хăнасен йышӗпе те тӗлӗнтерчӗ Уяв. Наци праçникӗсене халиччен виçӗ регион пуçлăхӗ таранчченех килнине астумастăп. Сиктӗрме-Хусанкайри Уява ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, çӗршыври чи пысăк партисенчен пӗрин КПРФ лидерӗ Геннадий Зюганов, ТР тата ЧР культура министрӗсем Ирада Аюповапа Светлана Каликова, министерствосемпе ведомствосен ертӳçисем – пурне те çырса пӗтереес те çук.
Паян кунччен редакцие тӗрлӗ регионтан шăнкăравласа тав тăваççӗ. Кăçалхи пек Уяв эпир курман тесе калаççӗ. Паллах, илтме питӗ кăмăллă.
Кăçалхи Уяв чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн ячӗпе çыхăнни те пӗлтерӗшлӗ. Пӗрремӗш хут Раççей шайӗнчи праçникре писательсемпе поэтсен творчествипе литература фестивалӗ иртрӗ. «Хусанкай урамӗ» ятпа палăрчӗ вăл. Çакă Тутарстанри, Чăваш Енри, Ульяновск облаçӗнчи, Пушкăртстанри паллă çыравçăсене тӗл пулма сăлтав туса пачӗ. Уявра юрă-ташăсăр пуçне Хусанкай сăввисемпе пӗрле чăваш çыравçисен сăввисем янрани питӗ пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ.
Пысăк тав калас килет Иван Ивановича, ун командинче ӗçленисене, йӗркелӳçӗсене. Çавсен шутӗнче ТР Президент аппарачӗн, ТР Культура министерствин, Таткультресурсцентрăн, ТР Халăхсен ассамблейин, ЧНКА Канашӗн ӗçченӗсем, Элкел районӗн культура, вӗрентӳ ӗçченӗсем, ял-йыш.
Уяв программи питӗ анлăччӗ. «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла», «Выля, хуткупăс!», «Уяв пики» конкурссем, тӗрлӗ мастер-классем хатӗрленӗччӗ. Чăваш халăхӗн пурнăçӗпе аваллăхран пуçласа паянхи куна çити паллашма та пулчӗ. Туй та куртăмăр, ача çуралсан ăна ят хурассин йăлипе те паллашрăмăр, совет тапхăрне те «таврăнтăмăр». Курмалли, пӗлмелли пайтахчӗ.
Тӗрӗллӗ тумтир тăхăнă халăх унта та кунта утнине сăнама мӗн тери аван тата. Мӗн тери пуян пирӗн халăх – чӗлхипе, культурипе, йăли-йӗркипе. Çаксем чăннипех мăнаçлăх çуратаççӗ.
Ял тесен çакна та палăртса хăварас килет. Сиктӗрме-хусанкайсем Уява хатӗрленни яла пырса кӗрсенех курăнчӗ. Ӳркенмен те вӗт, çул хӗррипе чечек лартса тухнă. Шкул картишӗнче ал-ӗç ăстисен куравне йӗркелени мӗнле лайăх. Ӳстермесӗр каласан, Сиктӗрме-Хусанкай Элкел районӗнчи чăвашсен центрӗ пулса тăчӗ. Культура мероприятийӗсем малашне унта час-час иртессе шанас килет.
Сăнӳкерчӗк president.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев