Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева!
Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ.
Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.