Кившешкелсен ӗмӗчӗ тинех пурнăçланчӗ: паян унта вăрçăра пуç хунисемпе çӗнтерӳпе таврăннисене халалласа палăк уçрӗç
Паян, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, Çармсан районӗнчи Кивӗ Утямыш ял хутлăхне кӗрекен Кивӗ Шешкелӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăка уçрӗç. Ăна тăвас çӗре пӗтӗм ял-йыш хутшăннă. Вунă çул каяллах ветерансемпе вăрçăра пуç хунă ентешӗсене асăнса мемориал палăкне лартас тенӗ ӗмӗт тинех пурнăçланчӗ кившешкелсен. Пурӗ çак ялтан вăрçа 123 çын тухса кайнă.
Шел, пурте тăван яла таврăнайман, ун пеккисем 52-ӗн, 20 ытларахăшӗ хыпарсăр çухалнисен шутӗнче.