Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçӗнче пурăнакансем чăваш тӗррипе паллашрӗç

Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ. Шучӗпе 8-мӗш пулнă фестиваль кăçал Волхов хулинче иртрӗ.Пирӗн чăваш обществи унта «Многообразие чувашской вышивки: быт и одежда» куравпа хутшăнчӗ. Чăваш тӗррин илемӗпе Петербург тăрăхӗнчи чăваш наципе культурин пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Алевтина Тимофеевна Челноковăпа Тамара Германовна Николаева паллаштарчӗç, шăпах вӗсем хатӗрленӗччӗ курава. Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ.

Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ. Шучӗпе 8-мӗш пулнă фестиваль кăçал Волхов хулинче иртрӗ.Пирӗн чăваш обществи унта «Многообразие чувашской вышивки: быт и одежда» куравпа хутшăнчӗ. Чăваш тӗррин илемӗпе Петербург тăрăхӗнчи чăваш наципе культурин пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Алевтина Тимофеевна Челноковăпа Тамара Германовна Николаева паллаштарчӗç, шăпах вӗсем хатӗрленӗччӗ курава.

Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ. Шучӗпе 8-мӗш пулнă фестиваль кăçал Волхов хулинче иртрӗ.Пирӗн чăваш обществи унта «Многообразие чувашской вышивки: быт и одежда» куравпа хутшăнчӗ. Чăваш тӗррин илемӗпе Петербург тăрăхӗнчи чăваш наципе культурин пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Алевтина Тимофеевна Челноковăпа Тамара Германовна Николаева паллаштарчӗç, шăпах вӗсем хатӗрленӗччӗ курава.

 

Ленинград облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ А.Дрозденко наципе культура пӗрлешӗвӗсен «кил-картишӗсене» пăхса çаврăннă май чăвашсенчен те пăрăнса иртмерӗ. Кӗпӗрнаттăра Ленинград облаçӗн Туслăх Çурчӗн Çамрăксен канашӗн пайташӗ Марина Кириллова тӗрӗллӗ алшăллипе чăвашла сăвă каласа кӗтсе илчӗ. Çак йӗркесен авторӗ, Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Валериан Гаврилов, чăваш тӗррин хăйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнă хыççăн кӗпӗрнаттăра чăваш тӗрриллӗ галстук, А.Салминăн «Древние чувашские праздники» кӗнекине парнелерӗ.

 

РАÇÇЕЙ ЯЛАВӖН КУНӖ

 

Санкт-Петербург Раççей Ялавӗн кунне чаплă паллă турӗ.Мешехе Шпалерная урамӗнчи Таврический керменӗнче ирт-рӗ. Унта Ирӗклӗ патшалăхсен союзӗн парламентсен ассамб-

лейин, Санкт-Петербургăн обществăлла палатин, хула администрацийӗн, наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, хулари Национальноçсен çурчӗн пултарулăх ушкăнӗсем хутшăнчӗç.

Таврический керменӗн Кӗтерне залӗнче уява халалласа халăх тумӗсен куравӗ уçăлчӗ. Санкт-Петербург чăвашӗсем хамăрăн наци тумӗсемпе паллаштарчӗç. Курава хальхинче те Алевтина Тимофеевна Челноковăпа Тамара Германовна Николаева хатӗрленӗччӗ. Чăваш тумӗн илемӗ çинчен те хăйсемех каласа пачӗç. 

Курав хыççăн халăх пултарулăх ушкăнӗсен концерчӗ пулчӗ. Чăваш автономийӗнчен унта Пӗтӗм Раççей тата халăхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ Марина Кириллова хутшăнчӗ. Вăл пире хăйӗн çитӗнӗвӗсемпе савăнтарсах тăрать. Иртнӗ уйăхра кăна халăхсем хушшинчи фестиваль-конкурсра I степеньлӗ, Пушкăртстанри чăвашсен Уявӗнче II степеньлӗ лауреат пулчӗ. Марина юрланă чăваш юррине хальхинче те куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç.

 

Валериан ГАВРИЛОВ.

ЧНКан Санкт-Петербургри полномочиллӗ представителӗ. Санкт-Петербургри ЧНКА ертӳçи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура