Украинăра Çеçпӗл Мишшин палăкне аркатса тăкса çӗрпе тикӗсленӗ. Мӗнпе чăрмантарнă-ши вӗсене поэтăмăрăн палăкӗ?
Украинăн вырăссене курайманлăхӗ чăннипех те чикӗрен тухса кайрӗ. Ӗнтӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, Çӗнтерӳпе таврăннисене халалланă палăксене, мемориал комплексӗсене аркатса тăкни çитмен, Раççейре пурăнакан ытти халăхсен паллă çыннисене халалланă палăксене те илсе пăрахма тытăннă, вилтăпри çинчисене шăлса тăкса çӗре тикӗслеме те именсе тăмаççӗ. Ним çветтуййи те юлмарӗ вӗсемшӗн. Чăннипех шуйттан ташлать пулӗ çак инкеклӗ çӗр çинче. Урăхла мӗнле ăнлантарăн виçесӗр хăтланнине, чикӗрен тухса кайнă курайманлăхпа ăссăрлăха? Акă мӗнпе чăрмантарнă тет паллă поэтăмăрăн, çулăмла чӗреллӗ Çеçпӗл Мишшин палăкӗ вӗсене? Украина халăхне юратнине хăй вăхăтӗнче Çепӗл Мишши сăввисенче те çырнă, чи çывăх юлташ та çак халăх хушшинче тупнă. Эх, тепӗр хӗрӳ чӗреллӗ поэтăмăр Валери Туркай каланăччӗ çав Çеçпӗлӗмӗре тăван çӗре илсе килсе кунта пытармаллине. Ӗлкӗреймерӗмӗр. Акă ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев та Çеçпӗл Мишшин палăкне илсе ывăтнине хирӗç хăй шухăшне пӗлтермесӗр чăтайман. Кун пирки вăл хăйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Унпа сире те паллаштарас тетпӗр.