«ЮТ ПАХЧАРИ ХĂМЛА ÇЫРЛИ»
Чăваш кӗнеке издательствинче паллă та сумлă авторсен кăларăмӗсем кăна мар, литературăра малтанхи утăмсем тăвакан яшсемпе хӗрсен хайлавӗсем те кун çути кураççӗ. Юлашки çулсенче, сăмахран, Николай Андреевăн, Ольга Васильеван, Лариса Петрован, Мальвина Петрован уйрăм кӗнекисем тухрӗç. Çамрăк писательсен произведенийӗсем «Кӗтмен юрату», «Пирӗшти патне янă çыру» тата ытти коллективлă сборника кӗчӗç. Ку юхăм çирӗпленсех пырать. Унсăрăн мӗнле-ха, тăван литературăн пуласлăхӗ пирки шухăшлатпăр, пăшăрханатпăр пулсан ăна аталантарас тесе паянах тăрăшмалла, çамрăксене хавхалантармалла, вӗрентмелле. Вулакансем те çӗнӗ варкăш кӗтеççӗ.