Кивчакăсем ял уявӗнче савăнчӗç
Кивӗ Чакă пысăках мар ял пулин те ун çинчен Раççейӗн кашни кӗтесӗнче пӗр çын та пулин илтнех, пӗлетех е килсе курнă. Ку йăлтах Архангел Михаил ячӗллӗ чиркӗвӗн тата ун настоятелӗн протоиерей Олегăн (О.А.Волков) ячӗ-сумӗ çӗршывӗпех сарăлнине кура. Турра шанакансем, йывăр чирлисем çакăнта çул тытаççӗ. Кивӗ Чакă ялӗ илемлӗ вырăнта, вăрманпа анлă уй-хирсем çывăхӗнче вырнаçнă. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу патӗнчен иртсен пуçланаççӗ вăрмансем. Çулӗ илемлӗ, темиçе çухрăм кайсан вăрман тыткăнӗнчен тухатăн та лапамра Кивӗ Чакă канлӗн сарăлса ларнă картина уçăлать. Июлӗн 22-мӗшӗнче кунта халăх йышлă пуçтарăнчӗ. Çак кун Кивӗ Чакă ял хутлăхӗ хăй кунне уявласа ирттерчӗ. Унта ял-йышсăр пуçне кӳршӗллӗ ялсенчен те нумайăн пуçтарăнса килнӗччӗ. Сăмах май, кивчакăсем ку мероприятие 2014 çултанпа палăртаççӗ. Вăл ял çумӗнчи лапамра, вăрман çумӗнче иртет.