Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виктор Горелов: «Йăхра юрлама, ташлама, купăс калама юратакансем пайтах»

Юлашки вăхăтра чăвашла юрлакан çӗнӗ çăлтăр «вирхӗнсе» кӗчӗ чăваш эстрадине. Паян сире Виктор Гореловпа паллаштарас килет. Хăйех сăвăсем çырать, гитарăпа каласа юрăсем шăрантарать. Унпа социаллă сеть урлă çыхăнса пултарулăхӗ пирки ыйтса пӗлтӗм.

– Виктор Владимирович, хăвăрпа паллаштарсамăр. Хăш районта çуралса ӳснӗ? Ăçта ӗçлетӗр, çемьеллӗ-и? 

– Эпӗ Чăваш Республикинчи Елчӗк ялӗнче çуралса уснӗ. Шкултан  вӗренсе тухсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийӗнче аслă пӗлӳ илтӗм. Паян уйрăм предпринимательте тăрăшатăп. Çемьеллӗ, икӗ ача ашшӗ. 

– Музыка инструменчӗсенчен мӗншӗн гитарăна суйласа илтӗр?

- Пӗчӗкренех гитара сасси кăмăла каятчӗ. Килте каламалли, лăпкă, чуна çывăх инструмент. 

– Концертсенче шăрантаракан юрăсене хăвăрах çыратăр-и? 

– Сăвăсене те хам çыратăп, кӗввисене те кӗвӗлетӗп. Халăх умне кăлариччен аранжировщикпа сасă çыраканăн пулăшăвӗпе усă куратăп. 

– Сирӗн юррăрсене итлесен вӗсем пурте чӗре витӗр тухнăскерсем пулнине ăнланса илетӗн, шухăша яраççӗ. Эсир тăватă юрă кăларнă итлекен валли. Мӗн çинчен-ха вӗсем?

– «Пăла» ятли тăван вырăнсем, хитре юханшыв, ачалăх, юрату, лайăх асаилӳсем çинчен. Тепри – «Усал хыпар». Çак хурлăхлă юрăра эпӗ юрату валли те вырăн тупма тăрăшрăм. Çапăçу хирӗнче пуç хунă салтаксене тата вӗсен çывăх çыннисене халалласа çырнă ку юрă йӗркисене. Пурне те тăнăç пурнăç сунатăп. «Сан ыр кăмăлна пула» юрра аннен çуралнă кунӗ ячӗпе çырнăччӗ. «Сана кăна» – юрату çинчен. Кӗçех акă  «Манаймарăм» ятлă юрă тухӗ, итлекенсем хакласса шанатăп.

– Музыка пӗлӗвӗ илнисем, тен, йăхрах пулнă сирӗн?

– Музыка пӗлӗвӗ илнисем çук йăхра, юрлама, ташлама, купăс калама юратакансем вара пайтах. Кукамай балалайкăпа аван калатчӗ. 

– Мӗнле темăпа ытларах çыратăр сăвăсем?

– Эпӗ сăнама юрататăп – çутçанталăка, çынсене, чӗрчунсене. Çав сăнавсенчен юрă, сăвă темисем хăйсемех çуралаççӗ. Актуаллă темăсене те кăштах палăртас килет. Юрату, ырăлăх, пулăшу, атте-анне, хитре тавралăх пирки çырас килет.     

– «Музыкăсăр пурнăç çук» тени тӗрӗс пуль?

– Музыка, кино, театр, ӳнер пирӗн пурнăçа илем кӳреççӗ. Вӗсем пирӗн чун апачӗ.       

– Интернетра вырнаçтариччен сирӗн юрăсене хак паракансем камсем? 

– Юрă тума пулăшакан профессионалсем кăна. Ыттисенчен вăрттăнлăхра тытатăп, кайран сюрприз пултăр тетӗп. 

– Гитарăпа калама кам вӗрентрӗ?

– Хам тӗллӗнех вӗрентӗм.   

– Аллăра гитара тытсан хăвăра мӗнле туятăр? 

– Инструмент алăра чух чун лăпланнă пек. Кирлӗ-кирлӗ мар шухăшсем айккинелле сирӗлеççӗ. Юрласа киленетӗп.  

– Малашнехи планăрсемпе паллаштарсамăр.

– Инçе каякан плансем купаламан. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн халăх патне çӗнӗ юрăсем çитересшӗн. 

– Сирӗн юррăрсем хăш ӳсӗмрисем валли? Мӗнле йышăнаççӗ итлекенсем? 

– Сцена çине тухса юрланă чух вăрçса, помидорсемпе е çăмартасемпе персе хăваласа яни пулман (кулать. – Авт.). Кăмăла кайрӗç юрăсем. Тавах куракана, чăваш юррине юратнăшăн, итленӗшӗн. Юрăсене тӗрлӗ жанрпа тума тăрăшатăп, ватти те, вӗтти те итлеччӗр тетӗп. 

– Юрăсене мӗнле студисенче çыртаратăр?

– Пур юрăсене те Шупашкарти «ГОЛОС» сасă çырав студийӗнче хатӗрлетпӗр, аранжировщик вара Александр Павлов.

– Гитарăсăр пуçне тата мӗнле инструментсемпе калама пӗлетӗр?

– Ытти инструментсемпе çывăхах паллашаймарăм-ха. 

– Гитара музыкин ытти енӗсем çине мӗнле пăхатăр: классикăлла рок, хард-рок … Мӗнле музыкăна итлетӗр, кăмăллатăр?

– Тӗрлӗ енлӗ музыка итлетӗп, килӗштеретӗп. Кашни жанрта хам валли кăсăклă япаласем тупатăп. 

– Çăмăллăн çырăнаççӗ-и юрăсем?

– Сăвăсем, юрăсем çăмăллăнах çырăнаççӗ. Анне: «Ку сан Турă панă талант», – тет.

– Музыкăсăр пуçне тата сирӗн ытти киленӗçсем те пур-и?

– Кӗнеке вулама юрататăп, театр искусстви килӗшет. Пушă вăхăтра спорт вăййисем илӗртеççӗ. Бильярд, футбол, волейбол, шахмат, шывра ишесси кăмăла каять. 

– Çырма мӗн хавхалантарать?

– Сăвăсене, юрăсене чун туртнипе, чун ыйтнипе çыратăп. 

– Çемйӗр мӗнле хаклать сирӗн пултарулăха? 

– Кăмăллаççӗ, хавхалантараççӗ.

– Кашни çын пурнăçра телейлӗ пулмалла. Эсир телейлӗ çын-и?

– Çапла, эпӗ телейлӗ, кашни кунпа киленетӗп, хитрине, ыррине сăнатăп.

– Ăнăçу сунатăп сана, Виктор, малашне те санăн юррусене итлесе савăнасчӗ!

– Тавтапуç, Юрий!

Юрий Адъютантов.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

В.Горелов архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью