Çӗпрел районӗ Денис Петров капитана асăнса палăк уçрӗ
Çӗпрел районӗ тепӗр сумлă ывăлӗн ырă ятне ӗмӗр асра хăварчӗ. Раççей наци гвардийӗн федераллă службин управленийӗн разведка ротин командирне, 2022 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче Украинăри ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă, Хăюлăх орденне тивӗçнӗ Денис Юрьевич Петров капитана асăнса сентябрӗн 1-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи хăй вӗреннӗ нумай профильлӗ лицейра – шкул мемориалне, тăван Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Культура çурчӗ умӗнче – палăк уçрӗç, тăван килӗ çине асăну хăми вырнаçтарчӗç. Мероприятие сентябрӗн 1-мӗшне палăртни ăнсăртран мар. Денис Петров пурăннă пулсан çав кун 32 тултармаллаччӗ.