Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗçӗн Сӗнчел Раççей художникӗсене хавхалантарать

Сентябрӗн 2-мӗшӗнче Аксу район центрӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче Раççей художникӗн Вера Филиппован ӗçӗсен куравӗ уçăлнă.

Район хаçачӗ пĕлтернĕ тăрăх, паллă живописец Аксу районӗнче пӗрремӗш хут мар иккен. 2021 çулта Кӗçӗн Сӗнчелне пленэра килсен ку тăрăх ăна çав тери хавхалантарнине пытармасть Вера Ивановна. Аса илтеретпӗр, Чистай хулин кивӗ пайне реставрацилессипе çыхăннă проекта хутшăнакан 12 регион художникӗсене, пурӗ 30 маçтăра, Аксу тăрăхне пленэра килмешкӗн Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Культура çурчӗн ертӳçи Вера Уканеева чӗннӗ пулнă. Çав вăхăтранпа Вера Филиппова Аксупа çыхăнăва татман. Йывăçран касса кăларакан художник-маçтăрсен Вологда облаçӗнчи Тотьма хулинче иртнӗ пӗтӗм Раççей конкурсӗнче паллашнă Аксу маçтăрне Андрей Пикмуллина тепӗр хут кунта тӗл пулни те витӗм панă-ха. Шăпах Андрей Пикмуллин Аксура курав йӗркелеме пулăшнă та ăна.

Курава уçмашкăн Вера Филипповпа хăй те килнӗ. Куракансене вăл хăй çинчен каласа кăтартнă. Мероприятие питӗ лайăх йӗркеленӗшӗн тав тунă. Уйрăмах Никита Семеновпа Ильяс Исмагилов баянистсен «Аксубай егетлере» дуэчӗн пултарулăхӗ килӗшнӗ ăна. Паллă живописецăн ӗçӗсемпе хуть кам та паллашма пултарать. Кун валли Аксури таврапӗлӳ музейне, курава курма кăна килмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка