Пар аллуна, тăван хаçат «Сувар»!
Тутарстанри чăвашсен хаçачӗн 1-мӗш номерӗ 1993 çулхи август уйăхӗнче кун çути курнă. 1994 çултан вара вăл эрнесерен тухма пуçланă. 30 çул Хусанта пичетленсе эрнесерен вулакан патне васкать вăл. Халӗ, чылайранпа ӗнтӗ, республикăри чăвашсем патне кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне те çитет. «Сувара» Чăваш, Пушкăртстан, Марий Эл республикисенче, Ульяновск, Самара, Челябинск, Ленинград облаçӗсенче çырăнса илсе вулаççӗ. Аса илер-ха хаçатăмăрăн малтанхи утăмӗсене.