Пурăн «Сувар» 100 çулччен
«Сувар» хаçат Хусанта çуралнă чăваш журналистикин йăлисене тӗпе хурса акă ӗнтӗ 30 çул республикăн пурнăçне тăван чӗлхепе çутатать. Регионти тӗрлӗ район чăвашӗсене пӗрле чăмăртакан хаçатăн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк, мӗншӗн тесен тăван чӗлхепе культурăна сыхласа малалла аталантарма пулăшать. Кунсăр пуçне кăçал «Шурăмпуç» журнал тухма тытăннăранпа та 105 çул çитрӗ. Хăйӗн 30 çулхи юбилейне «Сувар» мартăн 30-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче ирттерчӗ.
Юбилей ТР чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав конференцийӗпе тӳр килнӗрен, хаçатçăсен «çавра сӗтелӗсем» пек мероприятисем пулмарӗç хальхинче. Информаци технологийӗсен саманинче журналистсем ӗçтешӗсемпе ахаль те куллен тенӗ пекех çыхăнура. Апла пулсан та Тутарстанри чăваш хаçатне саламлама хăнасем йышлăн пухăнчӗç: «ТАТМЕДИА» агентствăн ертӳçи А. Салимгараев, «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Ш. Садыков, ТР Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн наци ыйтăвӗсене пурнăçа кӗртессипе управленийӗн ертӳçи Д.Мустафин, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн управленийӗн специалисчӗ Л.Сахбиева, ЧР культура национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин представителӗ, Шупашкарти Ача-пăча тата çамрăксен библиотекин директорӗ Т.Вашуркина, ЧР Цифра аталанăвӗн тата массăлла коммуникацисен министерствин председателӗ, «Хыпар» Издательство çурӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Д. Моисеев, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Н.Угаслов, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Р.Валиуллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР ЧНКА председателӗ Д.Самаренкин, Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗ М.Гафаров, Раççей чăвашӗсен федераллă наципе культура автономийӗн ертӳçи, Раççей Геройӗ Н.Гаврилов, СВОна хутшăннă Д.Пикмуллин, районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем, район хаçачӗсен редакторӗсем, тӗрлӗ çулсенче «Сувар» хаçатра ӗçленӗ журналистсем, писательсемпе сăвăçсем тата ыттисем хутшăнчӗç.
ТР Паташлăх Канашӗн Председателӗ Ф.Мухаметшин та «Сувара» тимлӗхсӗр хăварман, республикăри чăваш хаçачӗн обществăри вырăнӗ пысăккине, нацисем хушшинчи туслăха çирӗплетме тивӗçлӗ пай кӗртнине палăртса саламлă телеграмма янă.
Мероприятие Шупашкарти «Суварята» ташă ансамблӗ (ертӳçи пирӗн ентеш, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ А.Музыкантов) уçрӗ. Ун хыççăн сцена çине «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова тухрӗ. Хăй сăмахӗнче вăл ТР Раисне Р.Минниханова, «ТАТМЕДИА» ертӳçине А.Салимгараева, «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорне Ш.Садыкова тав турӗ. Вӗсем пулăшнипе хаçат нумай проект пурнăçланине, 2020 çулта «ТАТМЕДИА» агентство пулăшнипе «Шурăмпуç» литература журналӗ кăларнине, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхинпе тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхине сыхласа хăварса аталантарас ыйтусемпе ӗçлекен комиссин (ертӳçи М.Ахметов) тӗревӗпе çитес вăхăтра журналăн тепӗр номерӗ тухассине пӗлтерсе тав тунă хыççăн юрă юрласа пачӗ.
– Çакăн пек ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртет паян уяв. Пӗр кун маларах кăна-ха Республикăри чӗлхесене сыхласа хăварса аталантарас комисси чăваш тата удмурт чӗлхисемпе тухакан кăларăмсене укçа ытларах уйăрасси пирки йышăнчӗ. Ку вăл чăваш пӗрлешӗвӗ республика аталанăвне пысăк пай кӗртнине курса ăна хисепленине кăтартать. Çак хастарлăха эпӗ Ирина Федоровнăра куратăп. Ăна хаçатри, шкулсенчи, культура центрӗсенчи ӗçсем йăлтах интереслентереççӗ. Тен, çавăнпах пуль хаçата халăх кăмăллать, «Суварăн» малашлăхӗ пур. Кун пек коллектива пулăшас килет. Малашне те республика халăхӗшӗн çакăн пек пӗрле тăрăшасса шанатăп, – терӗ хаçата саламланă май «ТАТМЕДИА» агентствăн ертӳçи А.Салимгараев.
Хаçат коллективӗ тăрăшса ӗçленине, социаллă сетьсене хастар аталантарнине «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Ш.Садыков та пысăк хак пачӗ. Хаçатăн тӗп редакторӗпе И.Трифоновăпа Т. Васильева корреспондента «ТАТМЕДИА» агентствăн Хисеп хучӗпе, хаçатăн СММ-специалистне К.Романовăна «ТАТМЕДИА» АО Хисеп хучӗпе тата «Сувар» хаçатăн юбилейне ирттерме пулăшнă спонсорсене – ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Д.Самаренкина, «Heaven» илем студийӗн ертӳçине И.Порфирьевăна, «Татагропромстрой» предприятин генеральнăй директорне И.Закирова «ТАТМЕДИА» АО Тав çырăвӗпе чысларӗç.
«Сувар» хаçат республикăра иртекен наципе культура мероприятийӗсенчен пӗрне те çутатмасăр хăвармасть. ТР Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн наци ыйтăвӗсене пурнăçа кӗртессипе управленийӗн ертӳçи Д.Мустафин паянхи кун наци хаçачӗсене çăмăл маррине, вӗсен кашни ӳсӗмри çыннăн тимлӗхне çӗнсе илме пӗлмеллине каларӗ. «Сувар» хаçат ку мелсене тупса республикăн экономикăпа социаллă пурнăçӗн аталанăвӗшӗн ӗçлет. Çакна палăртса малашне те саманапа тан утса çитӗнӳсем тума сӗнчӗ.
Хаçатăн тӗллевӗсенчен пӗри – тăван чӗлхене сыхласа хăварасси. Ку енӗпе нумай проект пурнăçлать «Сувар», çав шутра ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле. Ачасене ашшӗ-амăшӗ мӗн пӗчӗкрен вырăс чӗлхипе калаçтарма тăрăшнă вăхăтра ку енӗпе ӗçсем çав тери нумай. Çавăнпа министерствăпа тачă ӗçлет. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн управленийӗн специалисчӗ Л.Сахбиева кун çине уйрăммăн пусăм турӗ. Хаçат редакторне И.Трифоновăна, редактор çумне В.Александровăна тата ТР ЧНКА ертӳçин пӗрремӗш çумне К.Малышева ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Тав хучӗпе чысларӗ.
Республикăри чăваш хаçачӗ Раççейри ытти регионсенчи обществăлла пӗрлешӳсемпе те тачă çыхăнса ӗçлет. Çакна юбилей мешехине Раççейри чăвашсен федераллă автономийӗн ертӳçи, Раççей Геройӗ Н.Гаврилов, ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ЧНК экс-президенчӗ Н.Угаслов, Ульяновск облаçӗн ЧНКА председателӗ В.Бабайкин килни те çирӗплетет. Вӗсем нумай ăшă сăмах каларӗç хаçат пирки.
Пысăк делегаци кӳршӗллӗ Чăваш Енрен те килнӗччӗ. ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министрӗн С.Каликован ятӗнчен «Сувар» хаçат редакцине Т.Вашуркина саламларӗ. Светлана Анатольневна хăй те хăçан-тăр журналист пулнăскер, Тутарстан чăвашӗсен хаçачӗпе паллашсах тăрать иккен. Чăваш культурине халăхра сарма пысăк тӳпе хывнăшăн «Сувар» хаçатăн ӗçченне Татьяна Васильевăна çак ведомствăн Тав Хутне пачӗ. Тăван чӗлхене сыхласа хăварса пулас ăрăва тивӗçлӗ воспитани панăшăн ТР ЧНКА хастарне З.Бултыковăна, волонтерсен ӗçӗ тата Украинăри ятралă çар операцине хутшăнакансем çинчен çырнăшăн «Сувар» хаçат ӗçченне И.Кузьминана Чăваш Енри Чăваш хӗрарăмӗсен Союзӗн Тав хучӗпе чысларӗ.
Д. Моисеев вара ЧР Цифровизаци тата массăлла коммуникацисен министерствин саламӗпе пӗрлех «Хыпар», «Çамрăксен хаçачӗн», «Тантăш» хаçатсен, «Тăван Атăл» журнал коллективӗсен саламӗсене те çитерчӗ. «Сувар» хаçата нумай çул ертсе пынă К.Малышева ЧР Цифровизаци тата массăлла коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Журналистăн журналист валли кирлӗ сăмах яланах тупăнать çав. «Сувар» коллективне çаплах Хусанти «Казанские ведомости», Пушкăртстанри «Урал сасси», Аксу, Çӗпрел, Пăва, Нурлат район хаçачӗсен тӗп редакторӗсемпе ӗçченӗсем ăшшăн саламлама сцена çине тухрӗç.
«Сувар» хаçатăн тӗрев паракан юлташӗсем нумай. Çӗпрел район пуçлăхӗ М.Гафаров суварçăсене саламламашкăн хăй килсе çитрӗ. Сăмаха вăл чăвашла пуçланиех хаçата район çав тери хисепленине кăтартрӗ. Сăмах май, Марат Ринатович çырăнтарупа ахаль те нумай пулăшать-ха, апла пулсан та парне те илсе килнӗ, редакцие Çӗпрел районӗнчен асăнмалăх принтер парнелерӗ. Çаплах Аксу, Çарăмсан районӗсем, Çырчалли хулин, Хусанти В.Тимирясов ячӗллӗ инноваци университечӗн представителӗсем тата ытти нумай-нумай çын саламласа хаçат коллективне ăнăçу, çӗнӗ çитӗнӳсем сунчӗç.
«Сувар» хаçатăн пӗрремӗш редакторӗн В. Даниловăн ывăлӗн Дмитрий Владимировичăн саламлă çырăвӗ вара иртнине паянхипе çыхăнтарчӗ тейӗн. Ун сăмахӗсем янранă май, «Суварăн» 30 çулхи пурнăçӗ куç умӗн чупса иртнӗн туйăнчӗ. В.Данилов, Н.Сорокин редакторсем пуçарнă хаçата А.Иванов, К.Малышев малалла тăснă, халӗ çăмăл мар ку тивӗçе И.Трифонова пурнăçлать. Сцена çинчен «Суварăн» экс-редакторӗ, ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.Малышев саламласа пурте пӗр ӗç тунине каларӗ.
«Мӗн тумалла-ха хаçат страницине лекес тесен?» – çакăн пек ыйту пачӗç уява ертсе пыракансем Джулия Ильдиряковăпа Дмитрий Мясников. «Сувар» хаçат хальхинче ятарласа хăйӗн премине хатӗрленӗ. 2023 çулта чи нумай пичетленӗ, сăмахӗсене асăннă медиаперсонăна палăртнă. Çак чыса Хусанти вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн ертӳçи С.Чаркинăпа Элкел районӗнчи «Хузангаевский» хуçалăх ертӳçи И.Казанков тивӗçнӗ иккен. Вӗсене парнелерӗç ятлă статуэткăсене. Хаçатăн штатра тăман авторӗсене, тусӗсене манман, хаçат пурине те Тав çырăвӗ парса чысларӗ.
Шупашкарти «Суварята» ташă ушкăнӗ, Хусанти «Ӗмӗт» вокал ушкăнӗ, «Шану» ушкăнăн солистки В.Кожеманова, Софийăпа Стефания Чаркинасем, Хусанти вырсарни шкулӗн «Ылтăн» ташă ушкăнӗ тата ыттисем юрă-ташăпа уяв мешехине тата илемлӗрех савăнтарчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев