Элмет хӗрӗ ППЭре 300 балл пухнă
Пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче виçӗ предметпа та 100-шер балл пухнисем юлашки виçӗ çулта республикăра пулманччӗ-ха, кăçал Элмет хулинчи 20№лицей пики Анастасия Князева савăнтарчӗ. Вăл вырăс чӗлхипе, математикăпа тата акăлчан чӗлхипе чи пысăк балл пухнă.