Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элмет хӗрӗ ППЭре 300 балл пухнă

Пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче виçӗ предметпа та 100-шер балл пухнисем юлашки виçӗ çулта республикăра пулманччӗ-ха, кăçал Элмет хулинчи 20№лицей пики Анастасия Князева савăнтарчӗ. Вăл вырăс чӗлхипе, математикăпа тата акăлчан чӗлхипе чи пысăк балл пухнă.

ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, историпе, биологипе тата ют çӗршыв чӗлхипе çырнă экзамен ӗçӗсене тӗрӗсленӗ хыççăн, Тутарстанра 100 баллăх экзамен панисен шучӗ 338 çитнине палăртнă. Историпе — пӗр ача (пӗлтӗр — 2), биологипе — 4-ăн (пӗлтӗр 5-ӗн), акăлчан чӗлхипе 34-ăн (пӗлтӗр — 9) 100 балл пухнă.

Икӗ предмета та 100-шер баллăх çырнисен шучӗ те ӳснӗ, кăçал вӗсем 18-ăн. Çав шутра: Мария Золотухина (Пӗкӗлмери 6№шкул) — профильлӗ математикăпа тата акăлчан чӗлхипе;
Данияр Хафизов (Элметри 2№шкул) — химипе тата математикăпа;
Диана Бакирова (Çырчаллинчи 5№ шкул) — вырăс тата акăлчан чӗлхисемпе;
Амир Бареев (Кукморти А. М. Булатов ячӗллӗ нумай профильлӗ лицей) — вырăс чӗлхипе тата биологипе;
Виктория Ковалева (Ютазари Уруссу хула евӗрлӗ поселокри гимнази) — литертурăпа тата биологипе.

 ТР Вӗрентӳпе наука министерствин шкул пӗтерекен çак ачасене тата вӗсен вӗрентекенӗсемпе ашшӗ-амăшӗсене лайăх кăтартушăн чунтан саламӗ çумне эпир те хутшăнатпăр! ( Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование