Вырма вӗҫленчӗ. Пӳлмене 3,6 миллион тонна тырă кӗчӗ
Республикăн çӗр ӗçченӗсем вырмана вӗçленӗпе пӗрех. Ытларикун тӗлне пӗтӗмпе 1,3 миллион гектартан 3 миллион та 662 пин тонна тырă пухса кӗртнӗ. 4 пин гектарти çурхи тулăпа хуратула, 38 пин гектарти кукурузăна çапмалли кăна юлнă. Тепӗр 200 пин тонна кукурузăна тӗшӗлейсен пӗтӗмпе бункера кӗнӗ çӗнӗ тухăç 3,8 миллион тоннăпа танлашмалла. Теччӗ, Тукай, Пăва, Арск, Мензеле, Чистай, Актаныш, Сарман, Алексеевски, Мӗслӗм, Элкел районӗсем 100-шер пин тонна ытла тӗштырă илнӗ кăçал. Чи пысăк тухăç Теччӗ районӗнче çитӗннӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта 38,9 центнер, кукморсен – 37,8, атнясен – 34,4. Кун çинчен ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ытларикун ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.