Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Энколово туссене пухрӗ

Ленинград облаçӗнчи Туслăх Çурчӗпе этнокультурăн обществăлла организацийӗсем йăлари «Энколово туссене пухать» фестиваль ирттерчӗç. Шучӗпе тăххăрмӗш пулчӗ вăл. Хальхине Туслăх Çурчӗн 10 çулхи юбилейне халалларӗç.

Пухăннисене чăн малтан Раççей Обществăлла палатин нацисемпе конфессисен хутшăнăвӗсем енӗпе комиссин председателӗ Владимир Зорин, Раççей Халăхсен ассамблейин регионти уйрăмӗн председателӗ Елена Ермолина, Туслăх Çурчӗн ертӳçин ӗçӗсене пурнăçлакан Сергей Новожилов саламларӗç. 

– Пирӗн фестиваль Ленинград облаçӗн культура пурнăçӗн уйрăлми пайӗ пулнăшăн савăнатăп. Кашни çул çу кунӗсен вӗçӗнче регионти халăхсен культура еткерӗпе, йăли-йӗркисемпе паллашатпăр. Нумай нациллӗ культурăна юратни пӗрлештерет пире, – терӗ.

Фестивале Санкт-Петербург тăрăхӗнчи «Юрату» чăваш фольклор ансамблӗн солисткипе Марина Кирилловăпа «Кевер» чăваш ташă ансамблӗн ертӳçи Пелагея Терентьева, Ленинград облаçӗн Чăваш наципе культура обществи çумӗнчи çамрăксен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем те хастар хутшăнчӗç. «Юрату» чăваш фольклор ансамблӗн солистки Марина Кириллова сакăр чӗлхепе юрлакан юрăç пирӗн. Хальхинче те темиçе чӗлхепе юрласа тӗлӗнтерчӗ.

Хăнăхнă йăлапа фестивальте хальхинче те нацисен декораципе прикладной искусствипе, наци ӗçми-çимине хатӗрлессипе мастер-классем иртрӗç.

Туслăх Çурчӗн 10 çулхи юбилейӗ тӗлне «ВКонтактери» страницинче пуçарнă видеороликсен конкурсне те пӗтӗмлетрӗç. Тӗп парнене Людмила Погорелова тивӗçрӗ. Унăн видеороликне 2000 ытла çын пăхнă, 196 лайк лартнă. 

 

Валериан ГАВРИЛОВ.

Санкт-Петербург хули.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России