Хусанта паян каллех сирена сасси янрать!
Октябрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тепӗр хут тӗрӗслессине пӗлтерет ТР МЧСӗн пресс-служби. Октябрӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ тӗрӗслӗв хыççăн ТР Раисӗ Рустам Минниханов тупнă çитменлӗхсене пӗтерме, республикăри пӗлтерӳ системине модернизацилеме хушнă.