ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн сотрудникӗсем рейда тухнă
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн сотрудникӗсем рейда тухнă

ТР Биоресурссен патшалăх тата Потребительсен рынокӗн комитечӗсен сотрудникӗсем Хусанти Киров, Мускав тата Советски районсен администрацин ӗçченӗсемпе пӗрле урамра вырнаçнă суту-илӳ вырăнӗсене çитсе тӗрӗсленӗ.

Рейд вăхăтӗнче Советски районта çырмара тытнă пулла сутнине палăртнă, сутуçăн документсем пулманни паллă ӗнтӗ. Йӗркене пăснăшăн ТР КоАП «Нарушение порядка организации уличной торговли» 3.2 статийин 2 пайӗпе ăна протокол çырса панине пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

 


биоресурсы

Нет комментариев