«Пушкин карттин» хуҫисем ашшӗ-амӑшӗсене музейсене скидкӑпа илсе кайма пултараҫҫӗ
Январӗн 12-мӗшӗччен Раҫҫейре «Пушкин карттин»хуҫисем валли ҫӗнӗ ҫул акцийӗ иртет. Культура учрежденийӗсене ҫӳренӗ чухне вӗсем ашшӗ-амӑшӗсем валли 10 процентлӑ скидкӑпа билет туянма пултараҫҫӗ, ҫакӑн пирки «Национальные проекты России» официаллӑ телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.