«Пушкин карттин» хуҫисем ашшӗ-амӑшӗсене музейсене скидкӑпа илсе кайма пултараҫҫӗ
Январӗн 12-мӗшӗччен Раҫҫейре «Пушкин карттин»хуҫисем валли ҫӗнӗ ҫул акцийӗ иртет. Культура учрежденийӗсене ҫӳренӗ чухне вӗсем ашшӗ-амӑшӗсем валли 10 процентлӑ скидкӑпа билет туянма пултараҫҫӗ, ҫакӑн пирки «Национальные проекты России» официаллӑ телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Акцие 1 пин ытла театр, музей тата культура центрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Хӑшпӗр организацисенче ҫемьеллӗ ҫынсем валли ятарлӑ программӑсем иртеҫҫӗ.
"Пушкин картти" программӑна 14 — 22 ҫулхи ҫамрӑк ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ. Программӑна 2021 ҫулта "Культура"наци проекчӗн шайӗнче хута янӑ.
Татар-информ ИА сӑнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев