ТР Наци библиотекинче Рамиль Галин «Доблесть ратная и трудовая» фотокуравӗ уçăлчӗ
Рамиль Якубович Гали – ТР Пичечӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, паллă фотограф, фотохудожник, фотокорреспондент, 50 фотокурав йӗркеленӗ автор. Ку экспозицие автор Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă. Кураври сăнӳкерчӗксем 1980–1990-мӗш çулсенчисем. Кашни сăнӳкерчӗкре – ӗç çынни е вăрçă ветеранӗ. Вӗсем экспозицире пӗрле, пӗр ăнлану пулса юнашарах тăраççӗ пулин те куракан ирӗксӗрех уйăрать: акă ветерансем, кусем – ӗç çыннисем.