News by date 22 March 2018
-
Наратлăра паттăрсем пухăнаççӗ
1976 çулта йывăр атлетикăпа Олимп чемпионӗн ятне çӗнсе илнӗ Николай Колесникова çуратса ӳстернӗ Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗ кăçал 230 çул тултарать. Ак ӗнтӗ темиçе çул тăтăш унта Анатолий Тарасова асăнса штангистсен турнирне ирттереççӗ. Ял хутлăхӗн администрацине вырăнти депутатсем, усламçăсем, райӗçтăвком пулăшать ку ӗçре. Кăçал 10-мӗш хут иртӗ йывăр атлетика турнирӗ....
-
Хулаçырминче авангард модăра
(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Хулçырми шкулӗн).Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчи вăтам шкулта элле пурте модельер пулма хатӗрленеççӗ-и? Авангард модипе питӗ интересленеççӗ кунта. Урăхла мӗнле ăнлантарма пулӗ-ха вӗсем кăçал та «Без берге» республика конкурсне костюм хатӗрлессипе номинацине хутшăнма шутланине? Пӗлтӗр вӗсем финала тухса гала-концерта та хутшăннăччӗ. Аслăрах юлташӗсен çӗнтерӗвӗпе хавхаланнăскерсем кăçал 3, 5 тата...
-
Шевченко чăвашла хитре янăрать иккен
Февралӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче паллă тунă Тăван чӗлхе кунне хальхинче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Украинăн паллă поэчӗн тата художникӗн Тарас Шевченкăн пултарулăхне (пӗлтӗр Петр Хусанкая) халалланăччӗ. Вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗ поэтăн сăввисене хăйӗн тăван чӗлхи çине куçарса вуларӗ. Яланхи пекех чăваш уйрăмӗ хастар хутшăнчӗ унта, Тарас Шевченкăн сăввисене ТР...
-
Хусан метрополитенӗнче чăвашсем ӗçлеççӗ
Хусан метрополитенӗ Раççей çӗнӗрен чӗрӗлнин символӗсенчен пӗри тесен те юрать пуль. Мӗншӗн тесен вăл СССР арканнă хыççăн Раççейре уçăлнă пӗрремӗш метрополитен. Тӗрӗссипе, метро тăвас ӗмӗт хусансен тахçанах пулнă-ха, 1979 çулта миллионмӗш çын çуралсан уйрăмах (метро миллион çынлă хуласенче кăна). Анчах яланах чăрмантараканни тупăнса пынă. 1995 çулта та метро строительствине пуçармалли...
-
Хуçалăхсен конкурсӗ пуçланчӗ
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви «2017-2020 çулсенче Тутарстан Республикинче хресчен (фермер) хуçалăхӗ çинче никӗсленнӗ çемье фермисен аталанăвӗ» программăна хутшăнмашкăн хресчен (фермер) хуçалăхӗсен хушшинче конкурс пуçланнине пӗлтерет. Заявкăсемпе документсене мартăн 20-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 18-мӗшӗччен Тутарстан, Хусан хули, Федосеевская урамӗ, 36-мӗш çурт, 3-мӗш хут, 309-мӗш пӳлӗм. Ӗç кунӗсенче заявкăсене 9 сехетрен пуçласа...