Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусан метрополитенӗнче чăвашсем ӗçлеççӗ

Хусан метрополитенӗ Раççей çӗнӗрен чӗрӗлнин символӗсенчен пӗри тесен те юрать пуль. Мӗншӗн тесен вăл СССР арканнă хыççăн Раççейре уçăлнă пӗрремӗш метрополитен. Тӗрӗссипе, метро тăвас ӗмӗт хусансен тахçанах пулнă-ха, 1979 çулта миллионмӗш çын çуралсан уйрăмах (метро миллион çынлă хуласенче кăна). Анчах яланах чăрмантараканни тупăнса пынă. 1995 çулта та метро строительствине пуçармалли...

Хусан метрополитенӗ Раççей çӗнӗрен чӗрӗлнин символӗсенчен пӗри тесен те юрать пуль. Мӗншӗн тесен вăл СССР арканнă хыççăн Раççейре уçăлнă пӗрремӗш метрополитен. Тӗрӗссипе, метро тăвас ӗмӗт хусансен тахçанах пулнă-ха, 1979 çулта миллионмӗш çын çуралсан уйрăмах (метро миллион çынлă хуласенче кăна). Анчах яланах чăрмантараканни тупăнса пынă. 1995 çулта та метро строительствине пуçармалли е пуррине малалла тăсмалли хуласен списокне кӗмен вăл. Çапах та Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ М.Шаймиевпа Хусан мэрийӗ тăрăшнипе 1997 çулхи августăн 27-мӗшӗнче метро строительстви пуçланнах. Хусанăн 1000 çуллăхӗ тӗлне хула çыннисене савăнтарса метро хута кайрӗ. РФ Президенчӗ В.Путин, ТР Президенчӗ М.Шаймиев, Казахстан Президенчӗ Н.Назарбаев пӗрремӗш пассажирӗсем пулчӗç.

Хусансемшӗн метро халӗ чи меллӗ обществăлла транспорт. Хальхи вăхăтра çӗр айӗн 4-шар вакунлă 14 поезд çӳрет. Метропа кунне 74,28 пин, çулталăкра 27,186 миллион çын усă курать. Сăмах май, Хусанти метрополитен строительстви пуçланнă кăна-ха, мӗншӗн тесен унăн тӗп линине (пурӗ 10 станци) кăна хута янă-ха, малашнехи плансем тата пысăк. Пурăна-киле хулари мӗнпур пассажирăн 60 проценчӗ метропа çӳрӗ.

Хусан метрополитенӗнче паянхи кун пурӗ 750 çын тăрăшать. Çак йышра чăвашсем те пур. Вӗсенчен пӗри - Çӗрпӳ районӗнчи Пурсайкасси ялӗнче çуралса ӳснӗ Лидия Ивановна Меркулова. Вăл метрополитенăн станци дежурнăйӗ. Шупашкарти электромеханика техникумӗнчен вӗренсе тухсан ăна Хусана ӗçлеме янă иккен. «Виçӗ çул ӗçлетӗп те каялла Чăваш Енех каятăп тесе шутланăччӗ. Урăхларах пулса тухрӗ. Кунти çынна качча тухрăм, ачасем çуралчӗç. Ӗмӗрӗпех транспортпа çыхăннă ӗçӗм», - йăл кулать Лидия Ивановна. Вăл маларах нумай çул троллейбус деповӗнче ӗçленӗ.

Ентешӗмӗр Хусанта метрополитен уçăлнă пӗрремӗш кунранпах ӗçлет. Çитменнине яланах чи яваплă участоксенче. Метро уçăлсанах хула варринчи «Тукай тӳремӗ», каярах «Çӗнтерӳ проспекчӗ» станцисенче дежурнăй пулнă, халӗ - Танк ункинчи станцире.

Станцире поездсем мӗнле килсе кайнине кăна мар, пассажирсене те сăнаса ӗлкӗрмелле дежурнăйӗн. Çавăнпа хăй пӳлӗмӗнчи мониторсенчен пӗрре те куçа илмелле мар. Поездсем йӗркеллӗ çӳреççӗ-и, алăкӗсем вăхăтра уçăлса хупăнаççӗ-и, пассажирсем поезд çулӗ патне ытла çывăха пымаççӗ-и - йăлтах сăнаса тăмалла. Апла-капла пулас-тăк, вăхăтра мерăсем йышăнмалла дежурнăйăн. Телее, метрополитен уçăлнăранпа, çав шутра Лидия Ивановна сменинче те, пассажирсем алăри япалисене поезд çулӗ çине ӳкернӗ тӗслӗхсене шута илмесен, пӗрре те ЧП пулман. Кунта пирӗн ентешӗн Лидия Ивановна Меркулован та тивӗçӗ пур. (Сăнӳкерчӗксем Хусан метрополитен сайтӗнчен тата К.Малышевăн).


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев