News by date 22 March 2022
-
Вӗрентӳ сферинчи хыпарсем
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вӗренекенсем валли йӗркелекен тӗрӗслев ӗçӗсене çуркуннерен кӗркуннене куçарнă
-
Тутарстанри çамрăк çемье хваттер хакӗн 60% чухлӗ 15 çула процентсăр займ илме пултарать
Раççей Строительство министерствин нормативӗ тăрăх, пӗр тваткал метр çурт-йӗрӗн хакӗ икӗ хут ӳснине кура, çамрăк çемьесен çурт-йӗр программине федераллă центртан фнанслассине те ӳстерсен аван. Çак сӗнӳпе РФ Патшалăх Думин Çамрăксен политикин комитечӗн ларăвӗнче ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов тухнă.
-
Çурхи ярмаркăсем райцентрсемпе хуласенче 2022 çулхи апрелӗн 23-мӗшӗччен пырӗç
Элметре мартăн 26-мӗшӗнче иккӗмӗш çурхи ярмарка пулать. Район пуçлăхӗн Тимур Нагумановăн сăмахӗсемпе, ку шăматкун ăна хатӗрлекенсем пасара анлăрах тума палăртаççӗ.
-
Ăшă çанталăк юханшывсем урлă йӗркелнӗ хӗллехи каçăсене хуптарать
Ӗнер Тури Услон патӗнчен Атăл урлă пăрлă каçă хупăннă. Ун урлă пӗр çăмăл машинашăн 300 тенкӗ тӳлесе 50 çухрăма яхăн çула кӗскетме пулатчӗ. Васкакансен те халӗ малтанхи асфальлă çулпах Залесный урлă каймалла пулать.
-
ТР Экономика министерстви экспорта тухнă предпринимательсене çӗнӗ çулсем тупма пулăшӗ
Çак тӗллевпе Тутарстанри усламçăсене Ази, Латин Америки, Белоруссипе Серби рынокӗсенче ӗçлеме пулăшӗç
-
Страхлакан компанисем хусансен автомобилӗсене юсас вырăнне укçан тӳлеме тытăннă
Çул-йӗр пăтăрмахӗнче аварие лекнӗ хыççăн Хусан автомобилисчӗсем машинисене юсаттараймасса пултараççӗ. Страхлакан компанисем вӗсене юсав ӗçӗсене тума килӗшменни çинчен пӗлтерсе тăкаксене укçапа хуплама тăрăшаççӗ. Çакă автозапчастьсен тата комплектлакан детальсен хакӗсем кунсерен улшăннипе пулса иртет.