ТР Экономика министерстви экспорта тухнă предпринимательсене çӗнӗ çулсем тупма пулăшӗ
Çак тӗллевпе Тутарстанри усламçăсене Ази, Латин Америки, Белоруссипе Серби рынокӗсенче ӗçлеме пулăшӗç
Кăçал тӗрлӗрен направленисемпе курав тата ярмарка мероприятийӗсене Казахстанра, Узбекистанра, Белоруссире, Арменире, Египетра, Индире, Оманра, Иорданире, Бразилире ирттерме палăртнă.
Экспортерсене ют çӗршыври контрагентсене шырама, экспорт килӗшӗвӗсене çирӗплетме, коммерци сӗнӗвӗсене хатӗрлеме пулăшӗç. Унсăр пуçне вӗсем валли çӗнӗ экономика условийӗсене хăнăхма пулăшакан вӗрентӳ программисем хатӗрленӗ. Маларах пире хирӗç санкцисем кӗртнӗ çӗршывсенчен оборудовани е чӗртавар туяннă усламçăсем валли альтернативлă поставщиксем шыракан ятарлă программа хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев