Дмитрий НИКИТИН: «КАМАЗ» ХĂВАЛАСА ÇИТРӖ-ТӖК – ХЫÇАЛА ЮЛМАСТЕХ!»
Çакнашкал марафонсен историйӗнче пуçласа кăçал çӗнтерӳçӗсене наградăлас церемонире 1-мӗш вырăн йышăннă спортсмен ăçтан, çав çӗршывсен патшалăх гимнӗсене хускатрӗç. Тата çакна та каласа хăвармалла: Сауд Аравийӗ – тӗн йăли-йӗркине çирӗп пăхăнакан çӗршыв, çавăнпа та пӗтӗм мероприяти эрех ӗçмесӗр, «типӗлле», иртрӗ. Çӗнӗ çула та эпир ача-пăча шампанскийӗпе кӗтсе илтӗмӗр. Кăçалхи «Дакарта» йӗркелӳçӗсем пирӗн командăна уйрăмах лайăх йышăнни, хака хуни палăрчӗ. Унччен апла пулман. Çакă ралли-марафон ертӳçисемпе йӗркелӳçисем улшăннипе те çыхăннă пулӗ. Ăмăртăва йӗркелесе ирттересси те хальхинче çӳллӗ шайраччӗ: апатран пуçласа пурăнмалли вырăн, условисем таранах йăлт аванччӗ. Чупăва хупас церемони мӗне тăчӗ кăçал! Ун пек лазерлă шоусем эпир халиччен курман.