Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Дмитрий НИКИТИН: «КАМАЗ» ХĂВАЛАСА ÇИТРӖ-ТӖК – ХЫÇАЛА ЮЛМАСТЕХ!»

Çакнашкал марафонсен историйӗнче пуçласа кăçал çӗнтерӳçӗсене наградăлас церемонире 1-мӗш вырăн йышăннă спортсмен ăçтан, çав çӗршывсен патшалăх гимнӗсене хускатрӗç. Тата çакна та каласа хăвармалла: Сауд Аравийӗ – тӗн йăли-йӗркине çирӗп пăхăнакан çӗршыв, çавăнпа та пӗтӗм мероприяти эрех ӗçмесӗр, «типӗлле», иртрӗ. Çӗнӗ çула та эпир ача-пăча шампанскийӗпе кӗтсе илтӗмӗр. Кăçалхи «Дакарта» йӗркелӳçӗсем пирӗн командăна уйрăмах лайăх йышăнни, хака хуни палăрчӗ. Унччен апла пулман. Çакă ралли-марафон ертӳçисемпе йӗркелӳçисем улшăннипе те çыхăннă пулӗ. Ăмăртăва йӗркелесе ирттересси те хальхинче çӳллӗ шайраччӗ: апатран пуçласа пурăнмалли вырăн, условисем таранах йăлт аванччӗ. Чупăва хупас церемони мӗне тăчӗ кăçал! Ун пек лазерлă шоусем эпир халиччен курман.

Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда «Дакар» Халăхсен хушшинчи ралли-марафона тăватă экипажпа хутшăнни пирки хаçатăмăрта çырнăччӗ ӗнтӗ эпир. Кăçал вăл хăнăхнă пек Кăнтăр Америкăра мар, çӗнӗ çӗрте – Сауд Аравийӗнче иртрӗ. Асăннă çӗршыв «Дакар» историйӗнче пӗтӗм тӗнчери спортсменсене йышăнакан 30-мӗш çӗршыв пулса тăчӗ. 42-мӗш хут иртекен ралли январӗн 5-мӗшӗнче Джиддăра пуçланчӗ те январӗн 17-мӗшӗнче Киддия хулинче вӗçленчӗ. Маршрутăн пӗтӗмӗшле тăршшӗ кăçал 7900 километрпа танлашрӗ, çав шутран 5 пин ытла километрӗ – спортăн ятарлă участокӗсем. «Дакарта» ăмăртма хальхинче те вун-вун çӗршывран 342 спорт экипажӗ старта тухрӗ: 144 мотоцикл, 23 квадроцикл, 83 внедорожник, 46 багги тата 46 грузовик. Финиша вара 237 техника çеç çитме пултарчӗ.

Грузовиксен хушшинче Раççей чысне çулсерен Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлет. Ентешсем «Дакара» хутшăнаççӗ кăна мар, çулсерен çӗнтереççӗ те. Акă ӗнтӗ миçемӗш çул харăс пирӗннисем подиум çине хăпарма тивӗçеççӗ. Кăçал та çырчаллисем хăйсемшӗн «çунакансен» шанăçне тӳрре кăларчӗç: Андрей Каргинов экипажӗ 1-мӗш, Антон Шибалов экипажӗ 2-мӗш вырăн йышăнма пултарчӗç. Дмитрий Сотников пӗтӗмӗшле зачетра 4-мӗшчӗ. «Дакарăн» пӗлтӗрхи çӗнтерӳçи Эдуард Николаев хальхинче машинипе йывăрлăхсем сиксе тухсан гонкăран тухса ӳкрӗ. Çапах та çӗнӗ йӗркепе кăçалтан дистанцирен тухнисене ятарлă Dakar Experience категорире малалла ăмăртма ирӗк параççӗ, анчах вӗсен кăтартăвӗ пӗтӗмӗшле зачета кӗмест.

Çӗнтерӳçӗ-команда тунтикун Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир хамăр йăхташпа, «КАМАЗ-мастер» командăн штурманӗпе Дмитрий Никитинпа çыхăнтăмăр. Вăл ку хутӗнче Антон Шибаловăн экипажӗнче ăмăртса 2-мӗш вырăна тивӗçрӗ. Çырчалли чăвашӗ асăннă командăна килни те тахçан мар-ха, анчах юлашки çулсенче Д.Никитин хутшăнмасăр пӗр ăмăрту та иртмест темелле. Ентешӗмӗрӗн юлашки çулсенче тунă çитӗнӗвӗсене асăнса хăварасах килет:

«Africa Race» раллире 1-мӗш вырăн, А.Каргинов экипажӗнче механик (2017 çул);

«Пурçăн çул» раллире 2-мӗш вырăн, А.Шибалов экипажӗнче штурман (2017 çул);

«Пурçăн çул. Раççей тапхăрӗ» раллире 3-мӗш вырăн, А.Шибалов экипажӗнче штурман (2018 çул);

«Пурçăн çул. Китай тапхăрӗ» раллире 2-мӗш вырăн, Э.Николаев экипажӗнче штурман (2018 çул);

«Каган ылтăнӗ» ралли-рейдра 3-мӗш вырăн, Д.Сотников экипажӗнче штурман (2018 çул);

«Дакар» раллире 2-мӗш вырăн, Д.Сотников экипажӗнче штурман (2019 çул);

«Пурçăн çул» раллире 1-мӗш вырăн, А.Шибалов экипажӗнче штурман (2019 çул).

Кăçал та тӗнчери чи пултаруллă автогонщиксем лекме ӗмӗтленнӗ «Дакар» пьедесталӗ çинче тăма тивӗçнӗ ентешӗмӗре самолетран ансанах черетлӗ çӗнтерӳпе саламласа темиçе ыйту патăмăр.

– Дмитрий, Сауд Аравийӗ «Дакара» хутшăнакансемшӗн çӗнӗ çӗр. Телевизорпа кăтартнă репортажсене пăхнă тăрăх, унта машина ураписене хăвăрт шăтаракан чулсемлӗ маршрутсем самай пулни курăнчӗ.

– Кăнтăр Америкăра та, Перусăр пуçне, чуллă вырăнсем самайччӗ. Сауд Аравийӗнче чулсем, ман шутпа, çивӗчрех, шӗвӗртерех. Чупăвăн малтанхи тапхăрӗсенче хирӗ-хирӗпе çара чулсем выртатчӗç. Мароккона аса илтерчӗ ку пире.

– Кăçал «Дакарта» уйрăмах штурмансене йывăра килнине пӗрре мар палăртрӗç. Çакă çӗнӗ вырăнпа çыхăннă-и е йӗркелӳçӗсем çӗнӗлӗхсем кӗртнипе-и?

– Çӗнӗлӗхсем, чăн та, кӗртнӗ. Кăçал çул кӗнекине пире ятарлă участокра старта тухиччен 15 минут маларах çеç пачӗç. Çапла туса йӗркелӳçӗсем мапсменсемпе (спутник снимокӗсемпе усă курса трексем тăвакан ятарласа вӗрентнӗ çынсем) кӗрешеççӗ. Ку таранччен хура-шурă роудбуксене пире каçран парса хуратчӗç. Штурмансем ирччен ăна тӗпчесе хăйсем валли уйрăмах тимлӗх уйăрмалли участоксене тӗслӗ маркерсемпе палăртса тухатчӗç. Кăçал вара пире тӳрех тӗрлӗ тӗслӗ кӗнекесем пачӗç. Халӗ штурманăн унпа маршрут вăхăтӗнче çеç паллашмалла. Финиша иккӗмӗш çитме пултартăмăр, çавăнпа та эпӗ хамăн задачăна ăнăçлă пурнăçларăм тесе шутлатăп.

– 2020 çулта иртнӗ «Дакар» мӗнпе палăрчӗ?

– Çакнашкал марафонсен историйӗнче пуçласа кăçал çӗнтерӳçӗсене наградăлас церемонире 1-мӗш вырăн йышăннă спортсмен ăçтан, çав çӗршывсен патшалăх гимнӗсене хускатрӗç. Тата çакна та каласа хăвармалла: Сауд Аравийӗ – тӗн йăли-йӗркине çирӗп пăхăнакан çӗршыв, çавăнпа та пӗтӗм мероприяти эрех ӗçмесӗр, «типӗлле», иртрӗ. Çӗнӗ çула та эпир ача-пăча шампанскийӗпе кӗтсе илтӗмӗр. Кăçалхи «Дакарта» йӗркелӳçӗсем пирӗн командăна уйрăмах лайăх йышăнни, хака хуни палăрчӗ. Унччен апла пулман. Çакă ралли-марафон ертӳçисемпе йӗркелӳçисем улшăннипе те çыхăннă пулӗ. Ăмăртăва йӗркелесе ирттересси те хальхинче çӳллӗ шайраччӗ: апатран пуçласа пурăнмалли вырăн, условисем таранах йăлт аванччӗ. Чупăва хупас церемони мӗне тăчӗ кăçал! Ун пек лазерлă шоусем эпир халиччен курман.

– «КАМАЗ-мастер» – «Дакарăн» 17 хутченхи çӗнтерӳçи. Сире раллие хутшăнакан ытти спортсменсем еплерех йышăнаççӗ?

– Чупусем кăмăллă лару-тăрура иртеççӗ яланах. Ытти командăсенчен нумайăшӗ пирӗнпе кăмăллă калаçаççӗ. Май пулсанах пирӗнпе сăн ӳкерӗнме тăрăшаççӗ, пире курсанах пуç пӳрнисене çӳлелле кăтартса: «Маттурсем!» – теççӗ. Пирӗн бивуака хăнана кӗрсе курас текенсем те йышлă: пирӗн машинăсене еплерех туни, эпир мӗнлерех ӗçлени кăсăклантарать вӗсене. Ятарлă участоксенче эпир кама-тăр хăваласа çитрӗмӗр-тӗк, пире ним турткаланмасăр ирттерсе яраççӗ. Ытти категорисенчи спортсменсем уйрăмах. Мӗншӗн тесен пӗлеççӗ: «КАМАЗ» хăваласа çитнӗ-тӗк, каялла чакмастех! Эпир ытти ăмăртуçăсемпе хамăр та ыр сунса калаçатпăр, пире те никам та халиччен хыçалтан сурман-ха.

– Дмитрий, сан шутпа çакнашкал раллисенче çӗнтерме сире мӗн пулăшать: хăватлă тата шанчăклă техника-и, экипажăн кашни пайташӗн ăсталăхӗ-и, хăвăрăн ертӳçӗрсемпе пӗр командăри ытти çынсем тӗрев пани-и?

– Эсир калани йăлтах! Тата командăри кашни çын çӗнтерме ăнтăлни.

– Ралли-марафонăн 12 тапхăрӗ – пурӗ 8 пин километра яхăн – иртесси çăмăл ӗç мар. Хăвăра кăткăс ăмăрту хыççăн мӗнле туятăр?

– Финиша çитсен ывăнни çинчен пачах манатăн, хăв çак ăмăртура малтан пуçласа вӗçне çитме пултарнăшăн савăнатăн. Подиум çинче те тăма пултарни вара – нимпе танлашми савăнăç! Гонка пуçланиччен кăшт хумханнăччӗ. Пӗлтӗрхи сентябрьте Ростовра иртнӗ Раççей чемпионатӗнче аманнă хыççăн хамăн сывлăх аптратмӗ-и тесе пăшăрханнăччӗ. Çапах та «Дакарăн» пӗрремӗш тапхăрӗнче старта тухсан хумханни иртрӗ. Умра – çӗнӗ çулсем, çӗнӗ тӗллевсем, çӗнӗ çӗнтерӳсем!

 

Сăнӳкерчӗксем «КАМАЗ-мастер» командăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дакар