Астăвăм чӗрӗ-ха
(Елена Алексеева. Николай Ларионовăэн сăнӳкерчӗкӗ) Аслă вăрçă пӗтнӗренпе самаях вăхăт иртсе кайрӗ. Астăвăм вара чӗрӗ. Аслă Çӗнтерӳ çинчен хăрушă вăрçăпа çыхăннă историлле кӗнекесем, тӗрленчӗксемпе очерксем, палăксем, тӗлпулу каçӗсем, вилӗмсӗр паттăрсем аса илтерсе тăраççӗ. Уйрăм-и вӗсем, пӗрле-и, шăп тăраççӗ-и е кăшкăраççӗ-и - пире, çамрăксене, «Вăрçă», «Астăвăм», «Асăн», «Асту» сăмахсен пӗлтерӗшне чун-чӗрепе...