Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Лару-тăрăва улăштарас тесен тренер кирлех

(Константин Малышев, сăнӳкерчӗк авторăн)Хусанти футбол выляма юратакансен лигинче финал тапхăрӗ пырать. Анчах та «ЧНКА» командине ăнăçу хăварчӗ пулмалла. Пӗр эрне маларах пирӗн каччăсем «Феникспа» выляса вăййа 1:1 шутпа вӗçлерӗç. Иртнӗ эрнери тӗлпулу та çӗнтерӳ патне илсе çитереймерӗ. Çапах веçех йӗркипе. «Олимп» командăра ытларах 30-тан иртнисем пулнине тӳрех асăрхарăмăр. Çапах та...

(Константин Малышев, сăнӳкерчӗк авторăн)Хусанти футбол выляма юратакансен лигинче финал тапхăрӗ пырать. Анчах та «ЧНКА» командине ăнăçу хăварчӗ пулмалла. Пӗр эрне маларах пирӗн каччăсем «Феникспа» выляса вăййа 1:1 шутпа вӗçлерӗç. Иртнӗ эрнери тӗлпулу та çӗнтерӳ патне илсе çитереймерӗ. Çапах веçех йӗркипе.

«Олимп» командăра ытларах 30-тан иртнисем пулнине тӳрех асăрхарăмăр. Çапах та вӗсем хăвăртлăхпа мăран пулни сисӗнмерӗ. Кӗрхи çанталăк сулхăнӗ те вылякансене вырăнта тăма хистеместчӗ çак кун Дербышкинчи «Ракета» стадионра. Финал тапхăрӗнче тата виçӗ матч вылямалла «ЧНКА» командин, октябрӗн 22-мӗшӗнче вӗсенчен пӗри пулчӗ. Çак вăйăчченхи икӗ ничья пирӗн командăна турнир таблицинче 5-мӗш вырăна антарса лартрӗç. Çавăнпа та тепӗр, çӳлерех вырнаçнă лигăна куçас тесен, стык матчӗсенче выляма тивет. Иртнӗ эрнери тӗлпулу çакна çирӗплетрӗ кăна.

Матчра пӗрремӗш гола «ЧНКА» кӗртрӗ. Алексей Егоров. Пирӗн капитан пӗрремӗш тайм варринче «Олимп» вратарьне шанăç хăвармарӗ. Хирӗç вылякансем тӳрех гола тавăрма хăтланчӗç, анчах та «ЧНКА» хӳтӗлекенӗсем шанчăклă вылярӗç. Тăхтава командăсем 0:1 шутпа кайрӗç. «ЧНКАн» вылякансене улăштармалăх запаснойсем çителӗклӗччӗ, «Олимпăн» вара çук. Çавăнпа унăн футболисчӗсем час ывăнма пуçларӗç. Вӗсен голкиперӗ перчетке те тăхăнманччӗ... Çавăнпа та вăйăри иккӗмӗш гола та «ЧНКА» кӗртнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар пек. Çакна Алексей Егоров пасӗпе Александр Романов çăмăллăн пурнăçларӗ.

Анчах та çакăн хыççăн пирӗннисем темшӗн хамăр хапха патне чакма пуçларӗç. «Олимп» атакисене хăйӗн зонинчен çăмăллăн каçара пуçларӗ. Самантранах кӗтмен мечӗк Василий Васиков хураллакан хапхана пырса кӗчӗ. Вăйăри шут 1:2 пулса тăчӗ. Ăнăçупа хавхаланса «Олимп» выляканӗсем атакăсен хăватне ӳстерме тăрăшрӗç. Тепӗр гол та кӗрттерес мар тесе-и, ывăнса çитнӗ «ЧНКА» футболисчӗсем хамăр зонăран тухма васкамарӗç. Хирӗç вылякансене, калăн, çакă кăна кирлӗччӗ те. Вӗсен атакисем çивӗчленсе пычӗç.

Вăйă вӗçленме 8 минут юлсан пирӗн хӳтӗлев системи хирӗç вылякансен опытне хирӗç тăраймарӗ. Васиков вратарь ку чухне нимӗнпе те пулăшаймарӗ командăна.
Шут 2:2 пулнă хыççăн пирӗннисем «Олимп» хапхи умӗнче хăрушă самантсем йӗркелеме тăрăшрӗç, анчах та гол кӗртеймерӗç.

Иккӗмӗш тайм вӗçӗнче «ЧНКА» футболисчӗсен вăйӗсем чакнине пӗрремӗш хут асăрхамастпăр. Ку тӳрреммӗн тренировкăсем çуккипе çыхăннă тесе калас килет. Пирӗннисен тренер çукки те юлашки вăйăсенче аван сисӗнчӗ. Мӗншӗн тесен малта пыракан мӗнпур команда турнир таблицинче çӳлерех хăпарма тăрăшать. Çӗнтерӳсем пулччăр тесен лару-тăрăва улăштармаллах.

Çитес вăййа та чăваш футболисчӗсем Дербышкинчи «Ракета» стадионра ирттерӗç. «Торпедăпа» «ЧНКА» октябрӗн 29-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра тӗл пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев