Гороскоп

Ку эрнере пăлханнисем иртеççӗ, халиччен ăнланмалла мар, уçăмсăр ӗçсенче ăнăçу пулать

Хавхалану çуккипе «ырантан ырана» хăварса пынă ӗçсене пурнăçлама вăй-хăват çителӗклех. Финанс ыйтӑвӗсене татса панă чух документсене темиçе хут та тӗрӗслемелле, уйрăмах юнкун-кӗçнерникун.

ТАКА Халь сирӗн имиджа улăштарас килет, урăхларах калаçма хăнăхасшăн. Эрнен пӗрремӗш çурринче çынна сăмах парсан пурнăçламаллах, намăсланмалла ан пултăр. Юнкун, кӗçнерникун финанссемпе çыхăннă ӗçсенче йӗрке тумалла. ВĂКĂР  Сирӗн интуици çак кунсенче компас пек, шăп кирлӗ алăксене кăтартать. Енчен те эсир вăхăта васкатмасан, эрнекунччен кӗтме чăтăмлăх çитерсен, укçа-тенкӗ ыйтăвӗ сирӗн майлă хупăнать. Эсир хăвăрт ӗçлени ыттисене ăмсантарать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ  Тӗллевӗр патне çине тăрса çывхарнине пуçлăх асăрхать, анчах тӳрех хавхалантарса наградăласси çинчен ан та ӗмӗтленӗр. Хăвăр шанман çынсемпе укçа-тенкӗпе çыхăннă проектсем ан хускатăр. Карьерăпа çыхăннă ыйту çине кӗçнерникун хурав илетӗр.  РАК  Ыттисем асăрхаман вак-тӗвексене тимлени пысăк йăнăшсем тăвасран çăлса хăварать. Питӗ пусахласан та командировкӑна кайма килӗшмелле мар çак эрнере. Юсав ӗçӗсене кӗçнерникунччен вӗçлеймесен вӗсем нумая тăсăлӗç.

АРĂСЛАН Эсир çынсене çивӗч туйни, ӗçлӗ хутшăнусенче йӗркесӗр çынсене витӗр курма пулăшать. Çӗнӗ проекта укçа хывма илӗртекенсем тупăнӗç, анчах малтан юридици, финанс докуменчӗсене тӗплӗн тӗрӗслӗр.  ХӖР  Вӗренме, тавракурăмăра анлăлатма çул уçă, анчах халичченхи тӗнчекурăмне улăштарма тивет. Эрне варринче хуçалăхра мӗн-тӗр ваннине çийӗнчех юсама укçа-тенкӗ тăкаклама тивет. Теветкеллӗ сӗнӳсене никамран та (юлташăртан та) ан йышăнăр.

ТАРАСА  Тахçантанпа юлхавлăн илсе пыракан проекта юнкун вӗçлемеллех. Аслăрах тăванăрсен канашӗсене итлӗр, усă курма ан васкăр – вӗсен пурнăç опычӗ пысăк, анчах сирӗн лару-тăрура пулман вӗсем.  СКОРПИОН   Ку эрнере хирӗçекенсене мирлештерме тивет, сирӗн дипломат пултарулăхӗ туллин курăнӗ çакăнта. Ачасем е ӗçтешӗрсем йăнăшнине курсан ан ятлăр, йăвашрах пулăр. Кӗçнерникун формальноçсене пула каяс çӗре тухма тăхтамалла, çакна пула укçăр перекетленӗ. 

УХĂÇĂ Сирӗн çине çын яваплăхӗ тиенет ку эрнере. Анчах ӗçтешӗрсен умӗнчи сума ӳстерет ку. Астрологсем çак хушăра вар-хырăмшăн йывăр апат çиме хушмаççӗ. Арендăпа, куçман пурлăхпа çыхăннă документсемпе тимлӗ пулăр. Эсир асăрхаман пунктсем «тупăнӗç». ТУ КАЧАКИ  Сирӗн харизма халь питӗ хăватлă. Анчах унпа вăйсăртараххисене хӳтӗлеме усă курмалла, вӗçкӗнленсе çӳреме мар. Аслă çулсенчи тăванăрсемпе ан тавлашăр, тӳсӗмлӗрех пулăр вӗсемпе. 

ШЫВТĂКАН  Ку эрнере килти хăтлăх хăйӗн хăватне сире кӳрет. Эсир чуна канăç кӳрекен вак-тӗвекпе тахçанччен аппаланса ларма хатӗр. Кӗтекен çыру час килмест, куншăн кулянмалла мар. Çитсен те тӗрӗслеме манмалла мар.  ПУЛĂСЕМ  Ӗçри проектра координатор яваплăхне хăвăр çине илме тивет. Партнерсем условисене час-час улăштарсан та сирӗн пиçӗ хулă пек юлмалла – авăнсан та  хуçăлмалла мар. Юнкун тахçанхи пӗлӗшӗрсем шăнкăравлӗç, сире кирлӗ хыпар пӗлтерӗç.


гороскоп

Нет комментариев