News by date 25 January 2018
-
Метрон иккӗмӗш юппине пуçăнаççӗ
Хусан метрополитенӗн иккӗмӗш юппин строительстви кăçалхи февраль уйăхӗнчен тытăнать, пӗлтерет ТР Строительство министерствин пресс-служби. Вăл «Мега» суту-илӳ центрӗнчен пуçланмалла. «Мега» темиçе çул каяллах метро строительствине 1 миллиард тенкӗ хывас сӗнӳпе тухнă, анчах унăн условийӗпе метро суту-илӳ комплексӗн çумӗпе иртмелле. Пӗрремӗш тапхăрта тăватă станци тума палăртнă, метро пайӗн вăрăмăшӗ 20 километрпа...
-
Корона кăçал Камилла Хусаиновара!
(Ирина Трифонова, Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ). Январӗн 24-мӗшӗнче Хусанта пысăк мероприяти - «Мисс Татарстан» обществăлла организацин юбилейлă 20-мӗш конкурсӗ иртрӗ. Кăçал унта 30 конкурсантка хутшăнчӗ. Хӗрсем Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Ешӗлвар, Пӗкӗлме, Менделеевск хулисенчен. «Мисс Татарстан» конкурс 20 çул хушшинче шайӗпе те, пӗлтерӗшӗпе те ӳснӗ. Малтанхи çулсенче регион шайӗнчи статусне çирӗплетессишӗн...
-
Хусанта – В.Путин
Январӗн 24-мӗшӗнче Тутарстана Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин икӗ кунлăха ӗçпе килчӗ. «Казань» аэропортра ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Атăлçири РФ Президенчӗн полномочилле представителӗ Михаил Бабич кӗтсе илчӗç, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Владимир Путинăн ӗç программи анлă пулчӗ. Паллах, вăл Тутарстан ертӳçипе тӗл пулса ӗçлӗ калаçу ирттернипе пуçланчӗ. Ун хыççăн...
-
Студентсен кунӗпе, юлташсем!
(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « Аталан» ушкăнăн). Январӗн 25-мӗшӗ Раççей студенчӗсемшӗн чи савăнăçлă кун, мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен «профессилле» уявне - Студентсен (е Татьяна) кунне паллă тăваççӗ. Хӗллехи сесси хыçра, «хӳресене» тасатнă, эппин, тулли кăмăлпа савăнма та юрать. Сăмах май, ăна çӗршыв студенчӗсем 1755 çултанпах паллă тăваççӗ, официаллă уяв статусне 2005...