Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Студентсен кунӗпе, юлташсем!

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « Аталан» ушкăнăн). Январӗн 25-мӗшӗ Раççей студенчӗсемшӗн чи савăнăçлă кун, мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен «профессилле» уявне - Студентсен (е Татьяна) кунне паллă тăваççӗ. Хӗллехи сесси хыçра, «хӳресене» тасатнă, эппин, тулли кăмăлпа савăнма та юрать. Сăмах май, ăна çӗршыв студенчӗсем 1755 çултанпах паллă тăваççӗ, официаллă уяв статусне 2005...

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « Аталан» ушкăнăн). Январӗн 25-мӗшӗ Раççей студенчӗсемшӗн чи савăнăçлă кун, мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен «профессилле» уявне - Студентсен (е Татьяна) кунне паллă тăваççӗ. Хӗллехи сесси хыçра, «хӳресене» тасатнă, эппин, тулли кăмăлпа савăнма та юрать. Сăмах май, ăна çӗршыв студенчӗсем 1755 çултанпах паллă тăваççӗ, официаллă уяв статусне 2005 çулта кăна илнӗ. Апла пулин те пӗлтерӗшӗ улшăнман- пурнăçри чи хаваслă та çутă уяв вăл. Мӗнпур студента, çаплах студент пурнăçне тутаннă кашни çынна (ӗнерхи студентсем пулмаççӗ теççӗ-и-ха) çак уявпа саламлатпăр! Студент чухнехи кăмăл-туйăм, хӗлхем ӗмӗрех чунра упрантăр.

Хусанта уяв ытти çӗрти пек январӗн 25-мӗшӗнче мар, 24-мӗшӗнчех пуçланчӗ кăçал. КФУ студенчӗсем хăйсем кăна мар, мӗнпур студента хăйсемпе пӗрле савăнма чӗнеççӗ. «Уникс» КСК фойинче тӗнчери халăхсен культурипе паллаштаракан интерактивлă площадкăсем ӗçлеççӗ. Уява малалла пысăк концерт, КВН тăсать. Сцена çине пултаруллă студентсем хăйсем тухаççӗ.

Хусан студенчӗсем паян тата телейлӗрех. Вӗсене Студентсен кунӗпе университет ректорӗ кăна мар, РФ Президенчӗ В.Путин та саламлать. 24-25-мӗшӗсенче кунта иртекен «Пӗрле малалла!» Пӗтӗм Раççейри студентсен клубӗсен форумӗн ӗçне çӗршыв ертӳçи хутшăнать. Кунсăр пуçне В.Путин КФУра çӗршывăн чи пысăк аслă шкулӗсемпе телемост ирттерет.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев