Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

– Вçо, эп халь малашне испан хӗрӗсемпе кăна паллашма тытăнатăп, – тет Вӗçкӗн Ваççа Кукша умӗнче курнăçланса. – Мӗншӗн тата? – тӗлӗнет Кукша Кӗркури. – Тухтăр мана сире Кардиопа туслашни пулăшӗ терӗ. Кардио вăл испан хушамачӗ пуль.

Чăнкă Мирун ветеринара шăнкăравлать:

– Алло, сирӗн пата çиччас ман апай вӗçтерсе çитет ватă йыттипе. Эсӗ ăна наркăмăшпа укол тух-ха. Асту, вилӗмӗ çăмăл пултăр, сиссе те ан юлтăр, – тет Чăнкă Мирун.

– Юрӗ, – тет ветеринар хаш сывласа. – Йыттипе вара мӗн тумалла? 

*  *  *

Урса кайнă Яка Кулине хăйӗн тусне Вӗçкӗн Ваççана шăнкăравлать: 

–    Эс мӗн тума хӗллене чӳречене çыпăçтарма сӗнтӗн? – тустарать кăна çилленнӗскер. 

–    Мӗн, халь çав тери шăрăх-им? 

–    Çук! Нимӗн те курăнмасть! 

 

Кукша Кӗркури психотерапевт патӗнче: 

–    Тухтăр, ӗç укçи илсенех эп пӗр чарăнми кулатăп, – тет хăй мӗншӗн килнине ăнлантарса.

–    Лайăх апла, кулни вăл пурнăçа тăсать.

–    Апла пенсиччен пурăнатăп-ха, – тет Кукша ӗнсине хыçса.

–    Эй, пурăнмасăр! Унтан тата та шӳтлерех пулӗ, – терӗ тет тухтăр. 

 

Паркри сак çинче икӗ çын калаçса лараççӗ:

– Эсӗ аш юрататăни?

– Çук.

– Пулă вара?

– Çук. 

– А мӗншӗн?

– Мӗншӗн тесен эп пенсионер. 

 


анектоды

Нет комментариев