Тăшман беспилотникӗ ирхине Ульяновска атакăланă
Çӗнӗ хыпарсем

Тăшман беспилотникӗ ирхине Ульяновска атакăланă

Хулан çурçӗр енчи предприятие тата пурăнмалли нумай хутлă темиçе çурта лектернӗ, 8 çын аманнă, вӗсенчен иккӗшӗ ача, кун çинчен Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских пӗлтернӗ.

 Паян ирхине Ульяновск хулине тăшман нумай беспилотникпа атакăланă хыпар çитрӗ. Вӗсен тӗллевӗ – промышленность объекчӗ пулнă хальхинче. Çар çыннисемпе мобильлӗ ушкăнсем вун-вун БПЛАна персе антарсан та инкексӗр пулайман, темиçе çурта лектернӗ. Оперативлă штаб иртенпех ӗçлет. Унăн йышăнăвӗпе:

  • Вăйлă ишӗлнӗ çуртăн çыннисене мӗнпур енлӗ пулăшу памашкăн 29№ шкула (Роза Люксембург урамӗ, 48-мӗш çурт) пухаççӗ;
  • Кил-çуртсăр юлнисене вăхăтлăха пурăнма «Атăл» хăна çуртне вырнаçтараççӗ. Кунтах вӗри апатпа тивӗçтереççӗ;
  • Хула администрацийӗпе ÇКХ министерстви сиене шутласа объектсене юсама ӗç бригадисене йӗркелеççӗ;
  • Адреслă социаллă пулăшу ыйтăвӗсемпе Социаллă аталану министерстви ӗçлет.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, хулан коммуналлă рессурсӗсем сиенленмен. Хулан çурçӗр енчи трамвай çулӗсен контактлă сечӗсем татăлнипе темиçе урама хупма тивнӗ. Юсаççӗ. Пӗр талăкран трамвайсем  каллех çӳреме пуçлӗç. Ачасене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес шутпа хулари мӗнпур шкулта, вăтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасем паян вӗренмеççӗ. Сывлăх сыхлавӗн учрежденийӗсем ятралă режимпа ӗçлеççӗ. (Сăнӳкерчӗк Алексей Русскихăн «ВКонтактери страницинчен).


проишествие

Нет комментариев