Çӗнӗ хыпарсем

Пурне те тав тăватăп!

Пушар хыççăн мана та çурт-йӗре тирпее кӗртме тăвансемпе ял-йыш кăна мар, тавра ял çыннисем те кам ӗçпе, кам укçа-тенкӗпе, кам ырă сăмахпа пулăшрӗç.

Кăçал май уйăхӗнче кил-­çуртра пысăк инкек пулчӗ. Пушар тухса хуралтăсем çунса кайрӗç. Ял-йыш, çăлавçăсем пушар сӳнтерекен машинăпа вăхăтра çитнипе кăна çурта вут тивмерӗ. «Вăрă вăрлать те – хăварать, вут-çулăм ним те хăвармасть», – тенӗ ӗлӗк ватăсем.Пысăк инкеке лекнӗ çынна пӗччен хăвармаççӗ, пурте пулăшма тăрăшаççӗ пирӗн тăрăхра. Йывăр вăхăтра мана пулăшнă кашни çынна «Сувар» хаçат урлă тав тăватăп. Сывлăхăр çирӗп, çемьере тăнăçлăх пултăр, инкек-синкек аякран пăрăнса çӳретӗр. (Александр СИДОРОВ. Аксу районӗ, Савгачево ялӗ).


#общество

Нет комментариев