«Мәрхәмәт – Милосердие» хӗрарăм депутатсен пӗрлешӗвӗ ӗнер, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, Тутарстанри професси ориентацийӗн пӗрлехи моделӗн пурнăçланăвӗн ыйтăвӗсене сӳтсе яврӗç. Унсăр пуçне РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думине депутатсен суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç.
«Мәрхәмәт – Милосердие» хӗрарăм депутатсен пӗрлешӗвӗ ӗнер, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, Тутарстанри професси ориентацийӗн пӗрлехи моделӗн пурнăçланăвӗн ыйтăвӗсене сӳтсе яврӗç. Унсăр пуçне РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думине депутатсен суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç. Лару ирхи ӗçлӗ апат майлă Хусанти кооператив институтӗнче иртрӗ.

Профориентаци моделӗн пурнăçланăвӗ çинчен Патшалăх Канашӗн хӗрарăм депутатсен «Мәрхәмәт-Милосердие» пӗрлешӗвӗн ертӳçи, Хусанти кооператив институчӗн ректорӗ Алсу Набиева каласа пачӗ. Ун сăмахӗпе, вӗрентӳ заведенийӗ профориентацие аталантарассипе темиçе проект илсе пырать. Çавсенчен пӗри – 8 – 10 классенче вӗренекенсем валли пуçарнă «Професси класӗсем» проект. Иртнӗ çул унтан 167 ача вӗренсе тухнă.
Аттестатпа пӗрле диплом илеççӗ
«Вӗсем ӗç профессине алла илни çинчен свидетельство илнӗ, – терӗ Алсу Набиева. - Çак вӗренӳ çулӗнче «Професси класӗсем» проекта эпир малалла тӑсатпӑр, профессисен переченьне анлӑлатрӑмӑр. Çӗнӗ направленисен шутӗнче – чӗртавар продукчӗсене хатӗрлекен, витринӑсен декораторӗ, пир-авӑр ӳнерçи. Ачасен вӗренӗвӗ кашни шӑматкун пулать. Программӑра - практика занятийӗсем, мастер-классем, кадр партнерӗсемпе тӗл пулусем».

Кооператив институчӗн ректорӗ çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен пуçласа «Шкулпа пӗрле» проект хута кайнине пӗлтерчӗ. Вӑл 10-11-мӗш классенче вӗренекенсене пӗр вӑхӑтрах шкулта вӗренме, институт çумӗнчи колледжра вӑтам професси пӗлӗвӗ илме май парать.
«Ачасем техника пулӑшӑвӗн операторӗ профессие алла илеççӗ. Ку тӗп професси, вӑл малалал инженер тата айти-специальноçсемпе малалла вӗренме май парать, – палӑртрӗ Алсу Набиева. – Паяна виçӗ ушкӑн йӗркеленӗ, вӗренме илесси ноябрь уйӑхӗн вӗçӗчченех пырать. Кунта ача шкулта вӗренсе аттестат илнипе пӗрле вӑтам професси пӗлӗвӗн дипломне илни пӗлтерӗшлӗ. ЕГЭпе мӗн чухлӗ балл пухсан та çак профильлӗ дипломпа вăл айти-специальноçа вӗренме кӗме пултарать», – пӗтӗмлетрӗ ректор.
Патшалӑх Думин суйлавне хутшӑнни рекордлӑ пулнӑ
Малалла хӗрарăм-депутатсен пӗрлешӗвӗ Патшалăх Думине депутатсен суйлавӗн кампани шутӗнче Патшалăх Канашне Çӳлту районӗнчи 50№ округран депутатсен тата муниципаллă йӗркеленӗвӗн власть органӗсене суйлав мӗнле иртнине сӳтсе яврӗç.
Патшалӑх Канашӗн Секретарӗ Лилия Маврина палӑртнӑ тӑрӑх, 2026 çулта Патшалӑх Думин суйлавне хутшӑнни рекордлӑ пулнӑ. Протоколсене пăхса тухнă хыççăн пилӗк парти – «Единая Россия», КПРФ, ЛДПР, «Новые люди», «Справедливая Россия» пилӗк процентлӑ чӑрмава иртсе Патшалӑх Думине кӗчӗç. «Единая Россия» малтанхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, пӗр мандатлӑ 208 округра çӗнтернӗ.

Тутарстанра пӗр мандатлӑ округсенче суйлавçӑсен ытларах сассине Илья Вольфсон, Руслан Юсупов, Олег Морозов, Альфия Когогина, Марсель Шайдуллин тата Марат Нуриев пуçтарнă. Çӳлту районӗнчи 50№ округра Патшалӑх Канашӗн депутатне Фарид Абдулганиев иртнӗ.
«22 пин ытла çын суйлав участокӗсенче тата территорири суйлав комиссийӗсенче ӗçленӗ. Çак процеса хутшӑннисен 80 проценчӗ хӗрарăмсем. Вӗсем канмалли кунсене пăхмасăр çав тери лайăх ӗçлерӗç». Майпа усӑ курса çак кӑткӑс процеса питӗ тивӗçлӗ йӗркелесе пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калас килет», – терӗ Лилия Маврина.
Парти çемье институтне пулӑшас тата ача çуратассине ӳстерес ӗçе малалла тӑсӗ
Малалла «Единая Россия» партин программин тӗп положенийӗсемпе ӑна пурнӑçламалли приоритетсемпе Патшалӑх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова паллаштарчӗ. Программӑна партин 23-мӗш съездӗнче йышӑннине аса илтерчӗ. «Единая Россия» партин программине çӗршыв умӗнче тӑракан çичӗ ыйту кӗнӗ: демографи, кадрсем, регион аталанӑвӗ, экономика, технологисем, Раççейӗн культура хăйевӗрлӗхне упрасси, çӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗ.

Сӑмахран, парти çемье институтне пулӑшас тата ача çуратассине ӳстерес ӗçе малалла тӑсӗ.
«Программа çемьесене пулӑшмалли комплекслӑ тытӑма аталантарма, демографи динамики япӑх регионсене хушма мерӑсемпе тивӗçтерес, тин çуралнӑ ачасен докуменчӗсене цифра тӗлӗшӗнчен йӗркелеме, амӑш капиталне илсе усӑ курассине ансатлатма, ачаллӑ çемьесене пулӑшакан организацисене налог çăмăллăхӗсем тата аннелӗхпе ачалӑха сыхламалли программӑна аталантарас тӗллевлӗ», – палӑртрӗ Татьяна Ларионова.
Нет комментариев