Хусанта вакцинацин мобильлӗ пункчӗсем ӗçлеме тытăнчӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта вакцинацин мобильлӗ пункчӗсем ӗçлеме тытăнчӗç

Хусанта метрон 5 станцийӗ патӗнче куллен ирхине 7:30 сехетрен пуçласа 18:00 сехетчен грипран вакцинаци тăваççӗ.

Грипран вакцинаци тăвакан мобильлӗ пунктсем Хусанта сентябрӗн 24-мӗшӗнчен ӗçлеме тытăнчӗç. Вӗсем метрон çак станцийӗсенче куллен 7:30 сехетрен пуçласа 18:00 сехетчен ӗçлеççӗ:

  • «Яшьлек»,
  • «Козья слобода»,
  • «Площадь Тукая»,
  • «Проспект Победы»,
  • «Дубравная».

ТР Сывлăх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тăрăх, граждансемшӗн вакцинаци тӳлевсӗр, çумра паспорт кăна пулмалла. Кунсăр пуçне поликлиникăсенче те грипран вакцинаци иртме пулать.Тухтăрсем ку ӗçе кайрана хăвармалла маррине асăрхаттараççӗ. Мӗншӗн тесен грипп чирӗнчен е вăл шала каясран хӳтӗленмелли чи лайăх мел вакцинаци пулнине аса илтереççӗ.

 


#общество

Нет комментариев