Пăва районӗнчи Альшихри вăтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Виктория Кузнецова «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнать. Хăйӗн ӗçне вăл «Шкул историйӗ» темăна халалласшăн.
Кинофестивале черетлӗ заявка çитрӗ
Виктория Альших шкулӗнче пӗрремӗш класранах вӗренет. Кӗçех, аттестат илсе, вăл шкул пурнăçӗпе сывпуллашӗ. Фильм – унăн чи илемлӗ, пӗлтерӗшлӗ тата хаваслă çулсене асра тытмалли меслет пулса тăрӗ.
«Шкул вăхăчӗ вăл – чи илемлӗ, чи кирлӗ, чи хаваслă вăхăт. Ачасем çырма-вулама вӗреннисӗр пуçне, тӗрлӗ конкурсра çитӗнӳсем туни пӗлтерӗшлӗ», – тет Виктория.
Хӗр – хастар юнармеец, тӗрлӗ конкурса хутшăнма юратать. Кăçал юлташӗсемпе пӗрле вăл Крымра юнармеецсен форумӗнче пулнă. Çак опыт, вăл каланă тăрăх, ăна çӗнӗ туйăмсем, хăйӗн вăйне шанма май панă. Çавăн пекех ноябрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти 180-мӗш шкулта иртнӗ Раççейри халӑхсен чӗлхисемпе шкул ачисен наукӑпа практика конференцийӗпе вулавăн призерӗ те Виктория. Унта вăл «Театр» темăпа хутшăннă.

«Хастарлă хыт утăмлă пулăр» Çеçпел Мишши каланă сăмахсем Викторийăшăн хăйне евӗр ăс пани пулса тăнă: кая хăвармалла мар, иккӗленмелле мар, ӗçе тытăнмалла та ăна вӗçне çитермелле.
Халӗ çамрăк хӗрӗн умра – тăван шкул историйӗ çинчен фильм ӳкересси. Ку конкурс заявки кăна мар, унăн пурнăçӗн вунпӗр çулӗ иртнӗ вырăна юратнине кăтартасси те.
Викторийăна ăнăçу сунатпăр! Унăн фильмӗ куракансен кăмăлне каясса, Чăваш шкул ачисен кинофестивалӗнче Альших шкулӗпе Пăва районне тивӗçлипе паллаштарасса шанатпăр.
Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ
Аса илтеретпӗр, «Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса «Сувар» хаçат редакцийӗ «ТАТМЕДИА» АО, Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе ирттерет. Проекта редакци ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе комисси уйăрнă грантпа пурнăçа кӗртет. Унăн тӗллевӗ – пултарулăх урлă шкул ачисене чăваш чӗлхине юратма вӗрентесси, ачасене чăваш культурипе паллаштарасси, талантлă ачасене тупса палăртасси, патриотизм туйăмне вăйлатасси.
Хутшăнас тесен 5–15 минутлă кӗске чăвашла кино (видеоролик) ӳкермелле. Темăсем: «Манăн герой», «Манăн тăван тăрăхăн интереслӗ историйӗ», «Шкул историйӗсем», «Манăн çемьери чăваш йăлисем», «Туслăха упрамалла» е чăваш культурипе çыхăннă харпăр тема. Конкурса хутшăнма заявкăсене сентябрӗн 4-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр, хатӗр ӗçсене ноябрӗн 30-мӗшӗччен ярса памалла. Заявкăсене suvar@mail.ru почтăна е 89179076881 номерпе Макс мессенджер урлă йышăнатпăр.
В.Кузнецова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Нет комментариев