Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн эрни иртет

Пӗтӗм Раççейри Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн эрни сентябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа 27-мӗшӗччен пырать. Тутарстанра Раççейӗн ытти регионӗсенчи пекех çак эрне шайӗнче патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникӗсемпе вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем çул çинче ачасене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме тата çул-йӗр правилисене аса илтерме профилактика мероприятийӗсем тата информаципе пропаганда акцийӗсем йӗркелеççӗ.

Хусанта Патшалăх Автоинспекцийӗн ӗçченӗсем хăвăртлăх йӗркине, ачасене турттармалли правилăсене пăсакансене, çавăн пекех ӳсӗр водительсене тупса палăртас тӗллевпе рейдсем ирттереççӗ. Паянхи куна çак мерăсем çул-йӗр правилисене пăснă 1622 тӗслӗхе тупма пулăшнă, çав шутра водительсем çуран çӳрекенсене çул паманнисем (290 çын), ачасене автомашинăпа илсе çӳренӗ чухне ятарлă хатӗрсемпе усă курманнисем (38 çын) тата çул-йӗр йӗркине пăсакан çуран çӳрекенсем (41 çын).

11 ӳсӗр водителе, тӗттӗм тонировкăллă 70 автомобиле тытса чарнă. Светофор сигналне пăхăнман 97 факта тупса палăртнă, вӗсенчен –14-шӗ йӗркене пӗрремӗш хут кăна пăсман. 4 водитель хирӗç килекен çул çине тухма юраман вырăнта тухнă. Харпăр усă курмалли мобильлӗ хатӗрсен   52 водительне явап тыттарнă, вӗсенчен – 11-шӗ курьерсем.

Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн эрнине Раççей Федерацийӗн Шалти ӗçсен тата  Раççей Федерацийӗн Çутӗç министерствисем пӗрле йӗркелеççӗ.


бдд #Безопасность #ГИБДД_РТ

Нет комментариев